Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нуши чаксан та, яла юлакан çук

Ялта хальхи вăхăтра пӗтӗмпе 414 çын пропискăра, вӗсенчен 100-шӗ ялта пурăнмасть.

ТР Президенчӗ тӗрев панипе республикăра 2013 çултанпа пурнăçланакан сулăм (самообложени) программи ял нушине татса пама самай пулăшать. Халăхран пуçтаракан пӗр тенкӗ çумне патшалăх 4 тенкӗ хушса парать. Çак тӗллевпе республика 6 çулта пӗтӗмпе 4 миллиард (1,08 миллиарчӗ 2019 çулта) тенкӗ уйăрнă. Çапла майпа ялта кӗпер юсамалла-и, çăлкуçа, масара тирпейлемелле-и, урамсене çутă кӗртмелле-и – çӳлтен пулăшасса кӗтмест халăх. Миçе тенкӗ сулăм укçи пухассине, ăна мӗнле тăкаклассине те референдумра хăй палăртать. Кунта пӗр услови кăна: сулăм укçине çулталăк вӗçлениччен пӗр пусӗ юлмиччен ӗçе ямалла. Пӗлтӗр ку программăпа ӗçлессипе республикăра Кукмор, Мӗслӗм, Арск, Пăва тата Теччӗ районӗсем малта пулнă. Сăмах май, Тутарстан опычӗ ытти регионсене те сарăлчӗ. Хальхи вăхăтра Раççейре пӗтӗмпе Федерацин 6 округӗнчи 34 субъект усă курать.
Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ял хутлăхӗ те ку программăна 2014 çултанпа хутшăнать. Ял хутлăхӗн секретарӗ Елена Смирнова пӗлтернӗ тăрăх, 2019 çулта кашни çын пуçне 150-шар тенкӗ пухнă. Пӗртен-пӗр ялтан тăракан ял хутлăхӗ мӗншӗн çакăн чухлӗ кăна укçа пухнине те ăнланмалла. Анат Кăтрата ялӗн инфраструктури тахçанах лайăх аталаннă: çул, шыв, газ ыйтăвӗсене темиçе çул каяллах татнă кунта. Хальччен мӗн пуррине юсаса тăнă вӗсем. Кăçал та акă, тахçанах пуç ыратăвӗ пулнă ыйтăва татса панă. Советская урамӗнчи кивелнӗ шыв пăрăхӗсене çӗннипе улăштарнă, сулăм укçипе. Икӗ пушар гидранчӗ туяннă. Çурхи шыв юхса пăсакан çулсене юсама тытăннă. Вӗсем çав вырăнсене пăрăх (труба) хурса хăварса çулсене тикӗслеççӗ. Ку ӗçе тепӗр çул малалла тăсма, 2021 çулта вак чул сарма шутлаççӗ. Çырма леш енчи Луговая урамне каçмалли кӗпер те юрăхсăра тухнă иккен. Ăна 2020 çулта тӗпрен юсама палăртнă.  Планри ӗçсем пысăк та тăкаклине кура хальхинче вӗсем кашни çын пуçне 500-шер тенкӗ пуçтарма йышăннă. Халăхӗ çеç ăнлантăрччӗ.  Шел те, сулăм укçине тӳлеме килӗшменнисем те пур-мӗн ялта. 2019 çулта 150-шар тенке те  халăхăн 70-80 проценчӗ кăна панă пулсан,  сумми ӳснине кура ку кăтарту тата чакмӗ-ши?
Кӗперсӗр те, çулсăр та пурăнма çук вӗт. Эппин, лару-тăрăва ăнланмалла пек, халӗ ял нушине унта пурăнакансенех татса памалла, паллах, патшалăх пулăшăвӗпе.  Ялта хальхи вăхăтра пӗтӗмпе 414 çын пропискăра, вӗсенчен 100-шӗ ялта пурăнмасть. Ку та пӗтӗмӗшле кăтарту çине витӗм парать-ха ӗнтӗ.
Тӗпрен илсен, Анат Кăтрата ялӗ те ытти ялсенчен питех уйрăлса тăмасть. Çамрăксем шкул хыççăн вӗренме кайсан, каялла таврăнмаççӗ. Мӗншӗн тесен ялта ӗç çук. Ял халăхӗн мӗнле те пулсан укçа ӗçлесе илес тесен юта кайма тивет. Хăшӗ Мускава, хăшӗ Анат Камăна вахта мелӗпе ӗçе çӳрет, теприсем районти «Кулон» агрофирмăна вырнаçнă. Çавăнпа çакăн пек пысăк ялта кăçал пурӗ те 1 ача кăна çуралнинчен тӗлӗнмелли çук. Сăмах май, пӗрремӗш класа каякан ача та пулман кăçал. Ялти ача садне хальхи вăхăтра пурӗ те 13 ача кăна çӳренине шута илсен, ялăн малашлăхӗ иккӗленӳллӗ. Ялсем пӗтсе пынинче халăх айăплă мар. Ӗç вырăнӗ çук пулсан та пурăнмалла вӗт вӗсен. Ашшӗ-амăшӗ хуларан хулана ӗç шыраса нушаланнине курса ӳсекен ачан вӗсем пек пурăнас килмест, çавăнпа ялти инфраструктура лайăхлансан та хуланаллах пăхать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев