Октябрӗн 1-мӗшӗнче Тутарстанра хыпарлав системине тӗрӗслеççӗ
Тутарстанра октябрӗн 1-мӗшӗнче хыпарлав системин (система оповещения) планпа пăхнă тӗрӗслевӗ иртет. Республикăн МЧСӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, 10 сехет те 40 минутра электросиренăсем ӗçлеме пуçлӗç, 10.43-ре вара пӗлтерӗшлӗ хыпара халăх патне çитерме телерадиоканалсене тытса илӗç.
Тутарстанра пурăнакансене çак лару-тăрура лăпкă пулма сӗнеççӗ. Сиренăна илтменни пирки кирлӗ çӗре пӗлтерме кирлӗ мар.
Хыпарлав системине тӗрӗслесси Раççей регионӗсенче çулталăкра икӗ хутчен иртет – çуркунне тата кӗркунне. «Внимание всем!» тени вăл – пӗрлехи сигнал, халăха питӗ пӗлтерӗшлӗ хыпар пуласси пирки систерекен паллă.
Енчен те сирена сасси илтрӗр пулсан громкоговорительпе мӗн каланине вӗçне çитичченех итлесе пӗтермелле, телевизора хускатса унта мӗн каланине итлемелле.
Сăнӳкерчӗк РФ МЧСӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев