Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрӗн 6-7-мӗшӗсенче «100% Тутарстан» цифра лаптăкӗнче çулсерен иртекен онлайн-форум пулать

Кăçал вăл «Территорисен аталанăвӗ тата строительство» темăпа иртӗ. Мероприятие халăхшăн пӗлтерӗшлӗ строительство отрасльне тата регина хăт кӗртессине халалланă.

Онлайн-тӗлпулусен икӗ кунӗнче унта хутшăнакансем республикăри строительствон чи лайăх профессионалӗсемпе калаçӗç, дискуссисене хутшăнӗç тата виртуаллă экскурсисенче пулса курӗç.
«100% Тутарстан» - правительствопа экспертсем халăхпа тӳрӗрен хутшăнма май паракан платформа.
Виртуаллă лаптăк виçӗ пая пайланать, кашни трека уйрăм темăна халалланă: хула тăвассинчен пуçласа çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвӗсем таранччен.
Форум хускатнă ыйтусем аслă ăрушăн та, хастар çамрăксемшӗн те кăсăклă пулӗç. Çӗршывăн кашни çынни хăйӗншӗн кăсăклă контент тупма пултарать. Форумăн иккӗмӗш кунӗнче хăйсен пурнăçне строительство ӗçӗ-хӗлӗпе çыхăнтарма шутланă пулас студентсемшӗн ятарлă блок пулӗ.
Онлайн-форума икӗ меслетпе хутшăнма пулать: 100tatarstan.com сайта кӗрсе е çак сайтрах маларах регистрациленсе. Иккӗмӗш çулпа кайсан хаклă парнесем выляса илме шанăç пур.
Эфирсем пынă хушăра кашни итлекен хăйне кăсăклантаракан ыйтăва пама пултарать, экспертсем вӗсене çийӗнчех хуравлӗç. Трансляци виçӗ чӗлхепе пырӗ – вырăсла, тутарла, акăлчанла.

Регистрациленмелли ссылка
https://100tatarstan.com/

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев