Олег Мустаев пурăннă пулсан паян 59 çул тултармаллаччӗ
Паян социаллă сетьсенче, чăвашла Телеграм-каналсенче ăна аса илсе постсем лартаççӗ. Çак хӗрӳ чӗреллӗ, чăвашлăхшăн чӗрине кăларса пама хатӗр çын тăрук, пӗр кӗтмен çӗртен пиртен уйрăлса кайрӗ. Пуриншӗн те ку питӗ пысăк çухату пулчӗ.
Паян социаллă сетьсенче, чăвашла Телеграм-каналсенче ăна аса илсе постсем лартаççӗ. «Канаш» хаçатăн тӗп редакторӗ, Олег Николаевичăн мăшăрӗ Елена Мустаева Ватсапри статусӗнче «Эс ӗмӗр пирӗн чӗрере пулăн» тесе çырнă. Чăваш халăх поэчӗ Валерий Туркай та тусӗ пирки: «Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Олег МУСТАЕВ ҫуралнӑ кун. Олег - вилӗмсӗр!
Тин кӑна эпӗ унӑн йӑмӑкӗпе тата шӑллӗпе калаҫса илтӗм. Вӗсем мана Олега паян та чунтан хисеплекенсене ӑшӑ салам калама ыйтрӗҫ. Йышӑнсамӑр!
Чи пахи - Олег МУСТАЕВӐН хисеплӗ ашшӗпе амӑшӗ паян та Пурнӑҫ Ҫулӗпе хастаррӑн утаҫҫӗ!
Пысӑк тав вӗсене Чӑваш Тӗнчине чӑн-чӑн Улӑп парнеленӗшӗн!», – тенӗ вăл хӗрӳллӗн.
Çак хӗрӳ чӗреллӗ, чăвашлăхшăн чӗрине кăларса пама хатӗр çын тăрук, пӗр кӗтмен çӗртен пиртен уйрăлса кайрӗ. Пуриншӗн те ку питӗ пысăк çухату пулчӗ.
Вăйлă лидерччӗ вăл. Пултаруллă та маттур Елчӗк каччи çамрăклах Ульяновск облаçне куçса килсе «Еткер» телекăларăма ертсе пыма пуçларӗ, обществăлла ӗçе хастар хутшăнса часах Чăваш Енпе область тулашӗнче кăна мар – Раççейӗпе паллă наци лидерне çаврăнчӗ. Нумай çулсем Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономине ертсе пычӗ.
Тунă ӗçӗсем йышлă, вăл хăварнă йӗре курăк нихăçан та пусса илмӗ. Ытла ир уйрăлса кайрӗ вăл пурнăçран. Тумалли ӗçӗсем пайтахчӗ, вăй-халӗ те вӗсене пурнăçа кӗртме çителӗклӗччӗ унăн.
Шел... пурăнаймарӗ. Шанатăп, паян ун ӗçӗсене чăвашлăх анинче ӗçлекенсем малалла тивӗçлӗ илсе пырӗç.
Сăнӳкерчӗк https://gs.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев