Олимпиадăн I тапхăрӗнче çӗнтернӗ
Январӗн 27-мӗшӗнче III Пӗтӗм Чиркӳсен богословипе иртекен олимпиадин I тапхăрне — регионсен турне — пӗтӗмлетнӗ
Январӗн 27-мӗшӗнче III Пӗтӗм Чиркӳсен богословипе иртекен олимпиадин I тапхăрне — регионсен турне — пӗтӗмлетнӗ
Унта аслă тӗн вӗренӳ заведенийӗсенче тата чиркӳ аккредитацине илнӗ аслă шкулсен теологи подразделенийӗсенче пӗлӳ илекенсен кăçал бакалавриатран вӗренсе тухакан студентсем хутшăннă.
Олимпиадăна Мускав тата пӗтӗм Руç патриархӗ Кирилл пехилленипе йӗркеленӗ. Унта 40 вӗренӳ заведенийӗнчен 100 студент хутшăннă. Экспертсен ушкăнне Вырăс Православи Чиркӗвӗн паллă вӗренӳ вӗренӳ заведенийӗсенче ӗçлекенсем кӗнӗ.
Олимпиадăн I турӗнчен 51 студент II тура иртнӗ. Вӗсен хушшинче Хусанти тӗн семинарийӗнче вӗренекен Олег Васячкин та пур.
Вăл пастырь-богослов уйрăмӗнче IV курсра вӗренет.
Олимпиадăн II турӗ мартăн 12 — 14-мӗшсенче Мускаври тӗн академийӗнче иртет, финалӗ — мартăн 14-мӗшӗнче пулать.
Сăнӳкерчӗк М. Захаровăн, "Татар-информ"ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев