Отпуска килнӗ Николай Никифоровпа Вячеслав Алякин аслă классенче вӗренекенсемпе тӗл пулчӗç
Иртнӗ эрнере Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче дирекци тата ОБЖ вӗрентекен Петр Иванович Рафиков пуçарнипе «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» патриотла акци иртрӗ – Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем ачасемпе тӗлпулăва килчӗç.
Сăмах май, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем 11 çын. Çак йышран çурри – контрактниксем. Вӗсем: Николай Никифоров, Алексей Рафиков, Максим Пришельцев, Виктор Мадаров, Николай Еремеев, Егор Мулеев, Андрей Карсаков. Леонид Кашкаров, Андрей Карсаков, Вячеслав Алякин тата Василий Симуллин вара ятарлă çар операцине мобилизаципе кайнă.
Шел пулин те, вăрçă çухатусăр пулмасть. Пӗлтӗр ятарлă çар операцийӗнче пирӗн ял каччи Андрей Годунов десантник паттăррăн пуç хучӗ. Вăл çарти паттăрлăхшăн нумай орден-медале тивӗçнӗ.
Çак паттăр каччăсем пурте Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче вӗреннӗ. Кӗске отпуска килнӗ Николай Никифоровпа Вячеслав Алякин аслă классенче вӗренекенсемпе тӗл пулма вăхăт тупрӗç.
Малтан шкул директорӗ Владимир Мискин сăмах каларӗ. Вăл, физкультура вӗрентекенӗ те пулнă май, шкулта вӗреннӗ чух спорт пулăшнипе илнӗ хăнăхусем паянхи кун салтаксене шăпах кирлӗ пулни пирки чарăнса тăчӗ. Халь Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекенсем Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче вӗреннӗ чухне шкул чысне спортăн тӗрлӗ тӗсӗсенче пӗрре мар çӳллӗ шайра хӳтӗленине аса илчӗ.
Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков вара ялти ӗç коллективӗсем те, уйрăм çынсем те ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçе хастар хутшăннине палăртрӗ. Отпуска канма килнӗ паттăрсене çирӗп сывлăх, киле ырă-сывă тата çӗнтерӳпе таврăнма сунчӗ, ăшă утиялсем парнелерӗ.
Унтан тӗлпулăва пуçтарăннисем çарпа патриотизм темипе видеоролик пăхрӗç. Мероприятие юнармеецсем хастар хутшăннине те палăртса хăвармалла. Вӗсем хăнасене патриотла юрăсемпе савăнтарчӗç.
Тамара Еремеева вӗрентекен ертсе пынипе кӗçӗн классенче вӗренекенсем паттăр пиччӗшсене сăвăсем каласа, юрăсем юрласа пачӗç.
Культура программи вӗçленсен директорăн воспитани енӗпе çумӗ Татьяна Карсакова йӗркеленипе хăнасем шкул ачисемпе учительсем панă ыйтусем çине хуравларӗ. Тӗлпулу вӗçӗнче пурте паттăр ентешсемпе пӗрле сăн ӳкерӗнчӗç.
Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев