Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян япала улăштарма юрамасть

Çурла уйăхӗн 10-мӗшӗ – Пармен тата Прохор. Çилсӗр çумăр çăвать-тӗк – йӗпе-сапа вăраха тăсăлать.

Природа. Фото Ирины Кузьминой Çурла уйăхӗн 11-мӗшӗ – Калинник. Ирпе тăм ӳкмен пулсан кӗркунне пуçламăшӗ ăшă пулать. Çак кун çуралнисем мăнкăмăллă, тӳсӗмлӗ тата хăйсене çирӗп шанакан çынсем. Çурла уйăхӗн 12-мӗшӗ – Силуан. Çурла уйăхӗнче час-час аслати авăтсан кӗркунне вăраха тăсăлать. Çурла уйăхӗн 13-мӗшӗ – Евдоким. Çак кун çил вăйлă-тăк – хӗлле юр нумай çăвать. Вăрман çийӗн тӗтре тăрать – кăмпа пуçтарма васка. Пур çӗрте те эрешмен карти вӗçет – шăрăх чылайччен тăрать-ха.

Çурла уйăхӗн 14-мӗшӗ – Пыл Сăпасӗ. Çак кун çанталăк мӗнле – çурла уйăхӗн 28-мӗшӗнче те çапла пулать. Çиллӗ-тӗк – хӗлле нумай юр çăвать. Пăлан шыва кӗрсе тăнине курни – урăх шыва кӗме юраманнине систерекен паллă. Çурла уйăхӗн 15-мӗшӗ – Степан. Ку кунхи çанталăк сентябрь епле пуласса кăтартать. Шапасем кваклатаççӗ-тӗк – çумăра. Çак кун çумăр çусан çӗрулми ăнса пулать. Çурла уйăхӗн 16-мӗшӗ – Исаакий, Антон. Октябрь уйăхӗнче çанталăк мӗнле пулассине кăтартать. Çумăр çусан йӗпе-сапа темиçе куна тăсăлать. Сивӗ çил вӗрсен хӗлле сивӗ пулать. Çак кун урай шăлма, çума юрамасть – енчӗкри укçуна та «çуса тасататăн» теççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы