Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян палламан çынсенчен парне илмелле мар

Раштав уйăхӗн 1-мӗшӗ – Роман тата Платон. Çанталăк аван пулсан хӗл лăпкă иртет. Раштавăн 1-мӗшӗнче çуралнă çын çанталăк епле пуласса пӗлсе тăрать теççӗ. Ку кун палламан çынсенчен парне илмелле мар. Хӗлӗн пӗрремӗш кунӗнче ырри çинчен кăна шутламалла.

• Раштав уйăхӗн 2-мӗшӗ – Авдий. Юр çусан çулла çумăрлă пулать. Çак каç курнă тӗлӗке астуса юлма тăрăшмалла, вăл пуласлăха кăтартать.

• Раштав уйăхӗн 3-мӗшӗ – Прокл. Çак кун инçе çула тухма хушмаççӗ. Уяр çанталăк пулсан утă уйăхӗ типӗ те шăрăх пулать. Йытă çӗрле улать-тӗк – кӗçех сивӗтет. Юр çусан – утă уйăхӗн 3-мӗшӗнче çумăр çăвать. 

• Раштав уйăхӗн 4-мӗшӗ – Введени. Çак кун юр çусан, сивӗ пулсан – хӗл тăршшӗпех çапла пулать. Шартлама сивӗ – çитес çулла питӗ шăрăх пулать.

• Раштав уйăхӗн 5-мӗшӗ – Прокоп. Ăшă-тăк, хӗл вăрăма тăсăлать тата юр нумай çăвать. Йывăçсене пас тытнă – çитес çул тухăçлă пулать.

• Раштав уйăхӗн 6-мӗшӗ – Митрофан. Пӗлӗтсем аялтан шăваççӗ – эппин кӗçех сивӗтет. Каçхи тӳпере уйăх хӗрлӗн курăнать – вăйлă çилсем пулаççӗ, юр çăвать.

• Раштав уйăхӗн 7-мӗшӗ – Катерина. Уяр, хӗвеллӗ çанталăк – хӗл сивӗ пулать, вăраха тăсăлать; ăшă-тăк – çуркунне ир килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы