Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян ТР Культура министерствинче Тутарстанри чăвашсен «Уявӗ» пирки анлă канашлу иртрӗ

Пухăннисем кăçалхи Уява мӗнле ирттерессине сӳтсе явнă май, пӗлтӗрхин çитменлӗхӗсене те асăнмасăр иртмерӗç

Унта ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, Тутарстан Раисӗн Шалти политика департаментӗнчи Наци политикине пурнăçа кӗртес управленин начальникӗ Данил Мустафин, ТР Халăхсен Ассамблеин ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, унăн пулăшаканӗ Иван Гаврилов, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнчи туризм комплексӗн управляющийӗ Инна Лисина, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев, «Таткультресурс» центрăн ертӳçи Алсу Мифтахова, унăн çумӗсем, пай пуçлăхӗсем, Элкел район администраци пуçлăхӗн çумӗ Мария Платонова, районти культура управленийӗн ӗçченӗсем хутшăнчӗç. 
Пухăннисем кăçалхи Уява мӗнле ирттерессине сӳтсе явнă май, пӗлтӗрхин çитменлӗхӗсене те асăнмасăр иртмерӗç. Шăпах вӗсене шута илсе калăпланă та кăçалхи Уявăн планне. Наци культурисемпе йăла-йӗркесен çулталăкӗ пулнă май, Уявăн авалтан пыракан тӗрӗс йăлисене кăтартасси пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине те нумайăшӗ палăртрӗç. Уяв вăл Акатуй мар. Унăн пӗлтерӗшӗ те, тытăмӗ те урăхла. Çакна Тутарстанри, уйрăмах Кама леш енчи чăвашсем лайăх пӗлеççӗ. Çакна шута илсе кăçалхи Уява ытларах Тутарстанри чăваш фольклор ансамблӗсене чӗнме палăртрӗç канашлура. Пухăннисем ӗçлӗ ушкăн йӗркелесе тăтăшрах тӗл пулса кирлӗ канашлусем ирттерме калаçса татăлчӗç. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев