Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан сивӗсем йăвашланма пуçлаççӗ

Нарăс уйăхӗн 23-мӗшӗ – Прохор. Çурçӗртен çил вӗрсен çулла пăр çăвас хăрушлăх пур. Сивӗсем йăвашланма пуçлаççӗ. «Прохор килчӗ – çуркунне илсе килчӗ», – теççӗ.

Нарăсăн 24-мӗшӗ – Власий. Юр çусан кӗçех ăшăтать. Йывăçсене пас тытнă-тăк – сивӗсем тата та пулаççӗ-ха.

 Нарăсăн 25-мӗшӗ – Алексей. Тумла пăрӗсем нумай – çулла пахчара çимӗç ăнса пулать. Нарăс вӗçӗнче час-час тӗтреллӗ-тӗк – çулла çумăрлă пулать.

 Нарăсăн 26-мӗшӗ – Степан, Мартын. Çак кун сивӗ-тӗк, çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать. Мӗн чухлӗ сивӗрех, çулла çавăн чухлӗ ăшăрах, типӗрех пулать. 

Нарăсăн 27-мӗшӗ – Кирилл. Ăшă-тăк хаяр сивӗсем тата пулаççӗ-ха. Хирсенче юр нумай-тăк, кӗркунне кӗлетсем тулли пулаççӗ. Çак кун мӗнле – çурла уйăхӗ те çапла пулать.

 Нарăсăн 28-мӗшӗ – Онисим. Çак кун çанталăк мӗнле – кӗркунне те çапла пулать. Хӗвел хӗрелсе ансан – çил-тăмана. 

Пушăн 1-мӗшӗ – Маремьяна. Çил кăнтăртан вӗрсен – çулла çумăрлă, çурçӗртен вӗрсен – сивӗ пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы