Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паллă çын çинчен ӳкернӗ фильм

Çак эрнере Тутарстанпа Узбекистан кинематографӗсем пысăк картина ӳкерсе пӗтерчӗç

 

 Тутар халăхне çутта кăлараканӗ, ăсчахӗ, мăсăльман тӗнӗн теософӗ Шигабудтин Марджани çинчен калакан байопик 90 минута тăсăлать. Ш. Марджани Тутарстаншăн çеç мар, пӗтӗм мăсăльман тӗнчишӗн паллă çын.  

«Учитель», Тутарстанра фильм çак ятпа проката тухӗ, режиссерӗсем иккӗ: ТР халăх артисчӗ, Г.Камал ячӗллӗ театр артисчӗ Рамиль Тухватуллин тата Узбекистан режиссерӗ Илхом Мухаммадиброхимов.  Сценарие те иккӗн çырнă – Салават Юзеевпа Шойим Бутаев. Картинăн генеральнăй продюсерӗ Миляуша Айтуганова. Фильм ăсчахăн ачалăхне, çамрăклăхне кăтартса парать, 32 çулти Ш.Марджани Хусана имам пулма килнипе вӗçленет.

Рольсенче тутар, узбек артисчӗсем выляççӗ. Пӗлтӗр Киноискусствăн Еврази академийӗн премишӗн пынă конкурсра «Иккӗмӗш планри чи лайăх рольшӗн» номинацире «Бриллиант лӗпӗш» çӗнсе илнӗ Анвар Картаев (Узбекистан) кӗнекеçӗ сăнарне ăсталанă. Марджани биографийӗнчен паллă, шăпах кӗнекеçӗ хавхалантарнă пулас теософа вӗренме, ӗненме. Узбекстанра кинематографсем Самаркандра, Бухарара ӳкернӗ. Абдрауф Жураев продюсер ӗçлеме условисем туса панăшăн  Узбекистан Республикин Президентне Шавкат Мирзиёева тав турӗ.

Ача чухнехи Шигабудтина Асылъяр юрăçăн ывăлӗ Амир вылять, çитӗннине –  Г.Кариев ячӗллӗ Тутар çамрăкӗсен театрӗн актерӗ Булат Гатауллин.    Унăн ашшӗ-амăшӗн ролӗсенче К.Тинчурин ячӗллӗ театр актерӗсем Гульчачакпа Ирек Хафизовсем.

Тутарстанра фильма пӗрремӗш хут сентябрӗн 4 – 8-мӗшӗсенче иртекен XXII «Ылтăн минбар» халăхсен хушшинчи кинофестивальте кăтртӗç. Картинăн генеральнăй продюсерӗ çак лентăпа ытти кинофестивальсене те хутшăнма хатӗррине пӗлтерчӗ.

Узбекистанра ку енӗпе кăшт улшăусемипурри курăнать. Пӗрремӗш, фильм «Шигабутдин Марджани» ятлă пулать. Иккӗмӗш, апрель уйăхӗнче журналистсем валли «хупă сеанс» ирттереççӗ. Чăннипе лента  проката сентябрьте тухать, Тутарстанри ӗçтешӗсемпе пӗрлех кăларççӗ.  Пресс-конференцие хутшăннă Олег Мамадасимов продюсер фильма Мускавра та кăтартасси пири сăмахларӗ. 

Кинематографсем ку фильма мăсăльман аудиторийӗ валли ӳкернине палăртрӗç. Киноискусство мелӗпе вӗсем мăсăльман тӗнӗн ырă ӗçсем, ыркăмăллăх çинчен калакан вырăнӗсем çинче чарăнса тăрасшăн пулнине каларӗç. 

Картинăна ӳкерекенсем Тутарстан киноискусствине çӳлерех çӗкленме пулăшасса шанаççӗ.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Кино