Пăлхар мăсăльмансене пухать
Майăн 17-мӗшӗнче Пăлхарта мăсăльмансен çулсерен иртекен «Изге Болгар җыены» межлисӗ пулать
Мероприятие Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ мăсăльман тӗнне йышăннине халалласа ирттереççӗ. Межлис XVII «Россия – Исламский мир: KazanForum» Халăхсен хушшинчи экономика форумӗн витӗмӗпе иртет.
Яланхи пекех, мероприятие «Тәүбә» (пурте пӗрле кӗлӗ вулани) уçать. Ăна Раççейӗн Аслă муфтийӗ Талгат хазрат Таджутдин ертсе пырӗ, Тутарстан муфтийӗ Камиль хазрат Самигуллин та хутшăнать çак сăваплă ӗçе. «Изге Болгар җыены» программи тăрăх «Тәүбә» ирхине 9.30 сехетре пуçланать.
Мăсăльмансен уявӗ умӗн йӗркеленӗ пресс-конференцире спикерсем Пăлхар совет самани вăхăтӗнче те халăха тӗне упраса хăварма май панине асăнчӗç. ТР муфти çумӗ Ильфар хазрат Хасанов Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ мăсăльман тӗнне хăй ирӗкӗпе йышăннине палăртрӗ: «Кавказа ислам хӗç-пăшалпа илнӗ пулсан, Атăл тăрăхне мирпе килнӗ». Тăван Çӗршывшăн çапăçса пуç хунисене манмалла маррине, асапӗсене чăтаймасăр Çӳлти Турă умне тăнисен чунӗсемшӗн кӗлӗ вулассине пӗлтерчӗ.
Мероприятин кульминацийӗ Хан мечӗчӗн вырăнӗнче 12.00 сехетре пӗрлехи намаз вуланипе пулать. Унта ТР Раисӗ Р.Н.Минниханов та хутшăнать. Çакăн хыççăн Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пурнăçӗнчен уйрăлнисене асăнса кӗлӗ вулаççӗ, мăсăльмансен уммишӗн, пӗтӗм Раççейшӗн Çӳлти Турăран тăнăçлăх ыйтаççӗ.
Çак кун Пăлхарти тӗп тӳремсенче интерактивлă плоçадкăсем ӗçлеççӗ: ислам, унăн историйӗ çинчен лекцисем вулаççӗ, арабл тутăр, чалма çыхассипе мастер кссем ирттереççӗ, намаз тӗрӗс вулама вӗрентеççӗ. Пăлхар цивилизацийӗн музейӗнче шамаилсен куавӗ ӗçлет, çырулăх истоийӗ çинчен каласа параççӗ. Араб каллиграфине хăнăхма пулăшаççӗ.
«Көрәш» наци кӗрешӗвӗнче çӗнтерекене хаклă парне параççӗ. Хальлӗхе ку вăрттăнлăх. Иртнӗ çулсенче Lada Granta автомобиль çӗнсе илнӗ тӗслӗхсем те пулнă.
«Изге Болгар җыены» витӗмӗпе «Абыстайлар хәзинәсе» («Абыстайсен тупри») халяль ярмаркки ӗçлессине те программăна кӗртнӗ. Алжстисем наци стилӗпе хатӗрленӗ тумсен, апат-çимӗç сутӗç. Тутарстанран, Чăваш Енренмари Элтан, Модва Республикинчен – пурӗ 40 суту-илӳ вырăнӗ пуласса пӗлтерчӗç пресс-конференцире.
Автор căнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев