Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ пăрăхсем пахарах

Строительствăпа производство сферинче усă куракан пăрăхсемпе çыхăннă çӗнӗ хыпарсемпе паллашма чӗнетпӗр сире

 

 

Хусанти «РГК» компанисен ушкӑнӗ пластификацилемен поливинилхлорид (НПВХ) профилӗн ҫӗнӗ инноваци производствине хута янӑ, вӑл кӗске вӑхӑтра, канализаци ӗçне чармасăрах коммуникацисене юсама май парать.

Халичченхипе танлаштарсан 8 хут хӑвӑртрах ӗçе вӗçлеме пулать, 30 процент йӳнӗрех тухать, çӗнӗ йышши пăрăхсем нумай вăхăт усă парӗç. Тепӗр лайăх ен, пăрăх хывма çулсене шăтарса-чавса пӗтермелле мар.

Çӗнӗ йышши профильпе канализаци сечӗсем кивелсе юрăхсăра тухнă çӗрте усă кураççӗ. Инновациллӗ тата спираль пек çаврăнакан,  траншейăсăр технологипе тунăскерсен  эффективлăхӗ пирки иккӗленмелли çук.

Çӗнӗ меслетӗн лайăх енӗ мӗнре? Тӗслӗхрен, пăрăхсем кивелсе çийӗннӗ, шăтса пӗтнӗ, канализаци каяшӗсем юхса тухнипе çӗр анать, асфальт çулсем ишӗлеççӗ. Çынсемшӗн кун пек лару-тăру пысăк инкекпе тан – таврара каяшсен шăрши, çул çине тухма çук, аварипе «кӗрешме» килнӗ трактор-машинăсем темӗнччен кӗрлесе хăлхана хуплаççӗ.   Мӗн тумалла?

Пӗрремӗш мел, яланхи пек шăтăк чавса канализаци пăрăхӗсене чакаласа кăлармалла та çӗннисемпе улăштармалла. Çакăн хыççăн çӗрпе хупласа асфальт сармалла. 1 километр пăрăха улăштарма сахалтан та 8 уйăх вăхăт кирлӗ, 350 миллион тенкӗ тăкакланать.

Иккӗмӗш мел. Хула коллекторӗ витӗр ӗçлекен пăрăхсен ăшне НПВХ профиль çавăрттарса кӗртмелле. Кăшт ишӗлнӗ çула юсаса асфальт сармалла та çакăнпа ӗç вӗçленет.

Ку ӗçе пӗр уйăхра туса пӗтерме пулать, хакӗ те самай сахал – 250 миллион тенкӗ.

Хусанти «РГК» компанисен ушкăнӗ Раççейри полимер пăрăхсем, фитингсем, тулашри газпа шывпа паракан сетьсем, шыв юхтарса кăларакан çăлсем тата ӑшӑпа электросетьсем, пульпопроводсем туса кăларакан чи пысăк виçӗ производительтен пӗри пулса тăрать.

РГК кăларакан продукци питӗ паха пулнине «Раççейӗн чи лайăх 100 таварӗ» конкурсра çӗнтерни те кăтартса парать.

Полимерсенчен продукци тăвассипе компани харăсах виçӗ çул çӗршывра иккӗмӗш вырăн йышăнать. 2025 çулта ку кăтарту 46 пин тоннăпа танлашнă.

«РГК» КУ пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Производство