Парнене тавăрса памаççӗ
Нурлат район судне интереслӗ тавăç (иск) тăратнă. Гражданин гражданкăран пӗрле канса çӳренӗ чух тăкакланă укçана суд урлă шыраса илесшӗн-мӗн.
Суд арçынпа хӗрарăмăн вăл вăхăтра çывăх хутшăнусем пулнине, вӗсем пӗр-пӗрне шанса пурăннине, малашне çемье çавăрма шутланине тӗпчесе çирӗплетнӗ. Качча тухма ыйтсан хӗрарăм килӗшмен иккен. Вара арçын ун çине тăкакланă укçа-тенке суд урлă тавăрма шутланă та, хӗрарăма ун шучӗпе пуйнă тесе айăпланă вăл. Суд арçын хӗрарăма хăй ирӗкӗпе укçа куçара-куçара панине, хӗрарăм кашни хутӗнчех çав укçана мӗн çине тăкакланине ăна отчет туса пӗлтерсех тăнине тӗпчесе пӗлнӗ. Çавна кура суд çакăн пек пӗтӗмлетӳ тунă: тавăç паракан явап тытакана хăй ирӗкӗпе укçа куçарнă, ăна никам та ирӗксӗрлемен.
Суд йышăнăвӗ законлă вăя кӗнӗ, тавăç паракан суд йышăнăвӗпе килӗшмесӗр хирӗçлесе çырман.
Динара МИННЕХАНОВА,
суд ларăвӗн секретарӗ.
Нурлат район сучӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев