Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Партпроектсем театрсене вӑйлатаҫҫӗ

Программа тӑрӑх кӑҫал 5 ял клубӗ тата модельлӗ библиотека тума палӑртаҫҫӗ

 

"Пӗрлехи Раҫҫей" республикӑра пуҫарнӑ "Культура малой Родины" проекта сӳтсе яврӗҫ унӑн регионти штабӗнче. Ҫак проект ӗҫе кӗнӗ 4 ҫулӗнче республикӑри 4 ача-пӑча театрӗ 32 ҫӗнӗ постановка хатӗрленӗ. Вӑл 2020-21 ҫулсенче те пурнӑҫланӗ. Унӑн финанс никӗсӗ ӳсессе е ҫаплах юласса шанас килет "Культура малой Родины" партпроектӑн регионри координаторӗн Людмила Рыбаковӑн.
"Единая Россия" партин Тутарстанри уйрӑмӗн секретарӗн ҫумӗ Римма Ратникова палӑртнӑ тӑрӑх, культура сфери политикӑпа политиксем хӗсӗннине юратмасть.
Хусанти ТЮЗ директорӗн сӑмахӗсемпе малтан ача спектакльне хатӗрлеме 100, 300 е 500 пин тенкӗ кайма пултарнӑ. Халӗ театр ача-пӑча спектакльне хатӗрленӗ ҫӗре 1 е 2 млн тенкӗ яма пултарать.
2020 ҫулта Тутарстанри 4 ача театрӗ 12 ҫӗнӗ постановка хатӗрлемелле.  2016 ҫултанпа партпроектпа театрсене 50 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Ку укҫапа театрсем техника базине ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫӗнӗ режиссерсене спектакльсем лартма явӑҫтараҫҫӗ, автобуссем туянаҫҫӗ.
Партпроектӑн "Пӗчӗк хуласен театрӗсем" направленийӗпе 21 спектакль лартма палӑртнӑ тата Мензеле театрӗ валли автобус туянма. "Театрсем – ачасене" направленипе 13 спектакль хатӗрлӗҫ тата Ҫырчаллинчи пукане театрӗ валли автобус туянма.
Кӑҫал ТАССР 100 ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине те шута илӗҫ спектакльсене хатӗрлекенсем.
Унсӑр пуҫне программа тӑрӑх кӑҫал 5 ял клубӗ тата модельлӗ библиотека тума палӑртаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев