Пăрусем туяннă
Нурлат район сучӗ К. гражданин тăратнă тавăçпа пуçарнă гражданла ӗçе пăхса тухнă. К. гражданин П. гражданин ертсе пыракан хресченпе фермер хуçалăхӗнчен икӗ пăру туяннă-мӗн. Пăрусене илсе кайни пирки расписка çырнă вăл, суту-илӳ килӗшӗвӗ вара сăмах вӗççӗн кăна пулнă туянаканпа сутакан хушшинче. Пăрусене тавăç паракан хăйне кирлӗшӗн туяннă, услам тăвас тесе мар.
Янаварсене килне илсе килсен пӗр пăрăвӗ чирлесе вилнӗ. Тепри те ӳсмен, аталану шайӗпе юлса пыни курăннă. Çакăн хыççăн К. гражданин П. ăна чирлӗ пăрусем сутнă тесе килӗшӗве пăрахăçлас шутпа суда пынă (пăруне хуçине тавăрса панă), сутуçа тӳленӗ укçана тавăрса пама ыйтнă. Сутнă-туяннă вăхăтра пăрусем чирлӗ пулнине ӗнентереймен вăл, çавăнпа та суд унăн тавăçне тивӗçтермен.
Суд палăртнă тăрăх, тавăç паракан туяннă чух пăрусене пăхнă, нимле претензи те каламан сутакана. Тепӗр тесен выльăх сывлăхлине хăй пăхса пӗлеймен-тӗк, ăна специалистсене чӗнсе пăхтарма ним те кансӗрлемен вӗт-ха...
Суд йышăнăвӗ законлă вăя кӗнӗ.
Миляуша ФАТХУЛЛИНА,судья пулăшуçи.
Нурлат район сучӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев