Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паттӑрсем нихăçан та вилмеççӗ…

Пирӗн шкулта вӗреннӗ Иван Кудряшов хăйӗн паттăрлăхӗпе пирӗншӗн тӗслӗх пулса тăчӗ.

Паянхи пурнӑç пурне те шухӑша ярать, пӗрле алла-аллӑн тытӑнса çирӗп утма вӗрентет... Çӗршывра ятарлӑ çар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра  кашни этем тӗнче епле черченкӗ иккенне ӑспа кӑна мар, чун-чӗрепе те туять пуль тетӗп…

Çӗршыва пулӑшу кирлӗ чухне пирӗн тӑрӑхра никам та айккинче тӑрса юласшӑн мар. Кашниех мӗнле те пулсан ырӑ ӗç тума тӑрӑшать. Сывлӑх тата кӑмӑл енчен çирӗп каччӑсемпе арçынсенчен нумайӑшӗ вара салтаксен ретне тӑма васкать.

Эпӗ нумай çул хушши Алешкин Саплӑкри вӑтам шкулта кӗçӗн классен вӗрентекенӗ пулса ӗçлетӗп. 44 çул хушшинче нумай ачапа ӗçлеме тивнӗ, кашнинех чӗре витӗр кӑларнӑ, ӑс-тӑн парассишӗн тӑрӑшнӑ. Паянхи кун та хам вӗрентнӗ ачасемпе çав тери мӑнаçланатӑп. Пурнӑç çулӗ çине çирӗп тӑнӑ учительсене, врачсене курсан чӗре мӑнаçлӑхпа тулать, чун савӑнать. 2022 çулта ятарлӑ çар операцийӗ пуçлансан та Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме ӗнер парттă хушшинче ларнӑ шӑпӑрлансем тӑшмана хирӗç кӗрешме тӑчӗç. Эпӗ вӗрентнӗ ачасем хӑйсен кӑкӑрӗсемпе пире хӑрушлӑхран хӳтӗлеççӗ. Вӗсен шучӗ нумайлансах пырать. Шел пулин те,  вӗсенчен пӗр çамрӑк ача ӗмӗрлӗхех куçне хупрӗ, вӑрçӑра паттӑррӑн пуç  хучӗ. Вӑл – Иван Ильич Кудряшов. Унӑн пурнӑçӗ кашниншӗн чӑн-чӑн паттӑрлӑх палли пулса тӑчӗ. Шӑпа ӑна иртӗхтермерӗ пулин те, вӑл хуçӑлмарӗ, пачах урӑхла, нумай çыншӑн ырӑ тӗслӗх пулса юлчӗ.

Иван Ильич Кудряшов 1993 çулхи январӗн 9-мӗшӗнче Алешкин Саплăк ялӗнче çуралнӑ. 2000 çулта Упи вӑтам шкулӗнче 1-мӗш класра вӗренме пуçланă, 2002 çулта Алешкин Саплăк вӑтам шкулне куçнă. 2009 çулта 9 класс пӗтернӗ хыççӑн Иван професси училищине вӗренме кӗнӗ.

2011 çултан пуçласа 2013 çулччен Раççей Хӗç-пӑшаллӑ Вӑ­йӗсен ретӗнче çар службине иртет. Унтан Мускав хулинчи строительсен организацийӗсенче ӗçлет.

2022 çулта мобилизаципе çар операцине кайма повестка илсен Иван пӗртте кулянман. Ара, мӗн пур йышран ăна суйласа илнӗ-­çке-ха. Хӑйӗн çемйин йӑлине те пӑсас мар тенӗ. Унӑн аслашшӗ, Иван Алексеевич Куд­ряшов, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче фашистсемпе çапӑçнӑ. Халӗ вара унăн мăнукӗ Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑ. 

Лайӑх службӑшӑн Ивана кӗ­çӗн сержант званине панă.

2024 çулхи февралӗн 28-­­ мӗшӗнче Иван йывӑр аманнă. Сип­леннӗ хыççӑн вӑл каллех хă­­йӗн чаçне таврăннă, мӗншӗн тесессӗн чи малтан хӑ­йӗн­ юл­ташӗсем пирки шутланă, вӗсемшӗн пӑшӑрханнă.

2024 çулхи август уйӑхӗнче Иван тӑван яла черетлӗ отпус­ка таврӑннăччӗ. Шел пулин те, Иваншӑн çак тӗлпулу юлашки пулчӗ: тӑван ялпа, çывӑх çынсемпе, çутçанталӑкпа... Пӗлтӗрхи сентябрӗн 14-мӗшӗнче çар тивӗçне пурнӑçланӑ чухне Иван паттӑрла пуç хунă. РФ Президенчӗн В.В.Путинӑн Указӗпе Иван Ильич Куд­ряшова вилнӗ хыççӑн Паттӑрлӑх орденӗпе чысланă. 

Паттăрсем вилмеççӗ. Çапла, вӗ­сем çапӑçу хирӗнче вилеççӗ пулсан та  çывӑх çыннисен чӗрисенче, ял çыннисен шухӑшӗсенче, пулас ӑрусен асӗнче яланах чӗрӗ. 

Халӗ те куç умӗнче: 2023 çулхи декабрь уйӑхӗнче Ваньăпа шкулта нихçан манăçми тӗлпулу иртрӗ. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ, кулли – халӗ те куç умӗнче. Ун пек çутӑ çын пирӗнпе урӑх çуккине ӑнланса илме те йывӑр. Ниепле те пуçа вырнаçмасть… 

Кăçал мартăн 11-мӗшӗнче Ивана асра тытса Алешкин Сап­лӑкри вӑтам шкулта, хӑй пӗлӳ илнӗ класра, «Паттӑр партти» уçрăмăр. Тӑванӗ-пӗлӗшӗсене чӗнсе чуна тивмелле мероприяти ирттертӗмӗр.  

Сентябрӗн 12-мӗшӗнче паттăр ентешӗмӗр вилнӗренпе çулталăк çитнӗ çӗре шкулта «Асаилӳ кунӗ» йӗркелерӗмӗр. 

Çавӑн пек професси пур – Тӑван  çӗршыва хӳтӗлесси. Анчах пурте çак çул çине тӑраймаççӗ. Йывӑрлӑхсене кашнинех тӳсеймест. Ваня ятарлӑ çар операцийӗнче чăн-чăн паттӑрлӑх кӑтартма пултарчӗ. Вăл пирӗн Тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн геройӗ. Çар тивӗçне чыслăн пурнăçласа хăйӗн паттăрлăхӗпе пирӗншӗн тӗслӗх пулса тăчӗ.  

 

Зинаида Федоровна 

ИВАНОВА, кӗçӗн классен вӗрентекенӗ.

Çӗпрел районӗ, В.С.Дементьев ячӗллӗ Алешкин Саплăк вăтам шкулӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО Дрожжановский район Наши герои