Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăвари Хирти Кушкă ялӗнчен ятарлă çар операцине вунтăххăрăн кайнă

Хирти Кушкă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Андрей Стрелков каланă тăрăх, ятарлă çар операцине пуçланнине çынсем малтанласа кăшт сисчӗвленсе йышăнчӗç. Кайран, ку мероприяти хута кайсан темелле-и, вӗсен шухăш-кăмăлӗ улшăнчӗ – адекватлă енне. Хирти Кушкă ял хутлăхӗнчен паянхи кун ятарлă çар операцине 19 çын хутшăннă, вӗсенчен пӗри мобилизаципе кайнă, ыттисем контрактпа.

Раççей Президенчӗ Украинăра ятарлă çар операцине пуçарни çинчен йышăну тунăранпа çулталăк та сакăр уйăха яхăн вăхăт иртрӗ. Тепӗр çичӗ уйăхран тулли мар мобилизаци пуçланчӗ. Çак пулăмсене тӗрлӗрен йышăнакансем пулчӗç. Чăн лару-тăрăва  йышăнма çăмăл мар пулин те, шăпах вăл тӗкӗр çинчи пек уççăн кăтартса пачӗ кам патриот, кам сӳрӗк чунлă пулнине.

Шел те, çапăçу хирӗнче çухатусемсӗр пулмасть. Паттăрла кӗрешсе пуç хунисене Раççей халăхӗ ӗмӗр-ӗмӗрех асра тытӗ. Çавна çеç калас килет, хуласемпе ялсенче уçăлнă Мухтав аллейисенче ятсем ан хутшăнччăр урăх.

Иртнӗ эрнере эпир Пăва районӗнчи Хирти Кушкăра пулса ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Андрей Стрелковпа тӗл пултăмăр. Ялтан кам-кам мобилизаципе кайнисене унран ыйтса пӗлтӗмӗр.

Вунтăххăрăн кайрӗç

  • Ятарлă çар операцине пуçланнине çынсем малтанласа кăшт сисчӗвленсе йышăнчӗç. Кайран, ку мероприяти хута кайсан   темелле-и, вӗсен шухăш-кăмăлӗ улшăнчӗ – адекватлă енне. Пуçарнă мероприятисене активлă хутшăнма тытăнчӗç, волонтерсен ӗçне ӗнтӗ. Хиртикушкăсем мӗнпур акцие хутшăнаççӗ, ниçта та айккинче юлмаççӗ, гуманитари пулăшăвне пуçтараççӗ. Ытларах пахча çимӗç, улма-çырла ăсататпăр. Никама та ирӗксӗрлемен, кашни хăй кăмăлӗ хушнипе хутшăнать. Уйрăмах асанне-кукамайсем активлă. Вӗсем чăлха-нуски çыхса параççӗ, çипписене клуба илсе килеççӗ. Ку ӗçе клуб ӗçченӗсем те хутшăнчӗç. Пӗтӗмпех пуçтарса Пăвари ятарлă пункта леçетпӗр. Паян кунччен 5-6 хутчен ăсатрăмăр ӗнтӗ, – каласа парать ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Андрей Вячеславович Стрелков.

Хирти Кушкă ял хутлăхӗн пуçлăхӗн сăмахӗпе, мобилизаципе кайнисене пулăшас тӗллевпе тӗрлӗ техника туянакансем те пулнă. Вӗсем çывăх çыннисене е тăванӗсене хăйсене мӗн кирлине пӗлтереççӗ те вара мӗн кирлине туянса ятарласа уйрăм çын урлă ярса параççӗ.

Гуманитари пулăшăвне передовойне леçме каякансем те пур. Сăмахран, Валерий Яковлев хăй  тăванӗн ывăлӗ патне икӗ хутчен кайса килнӗ. Паллах, пӗччен мар, пӗрремӗш хутӗнче Владислав Васильевпа, иккӗмӗш хут Юрий Толстовпа пуçтарăнса кайнă. Вӗсем хăйсен чи çывăх тăванӗсем, ентешӗсем сивӗ те йӗпе окопра ларнă вăхăтра лăпкăн тăраймаççӗ. Мӗнле калас, ун йышши çынсем пӗрисем хăйсен пурнăçне шеллемесӗр теветкелленнӗ хушăра ăшă вырăн çинче канлӗн çывраймаççӗ. Чунри патриотлăх вӗсене çак утăма тума, тăванӗсемпе йывăрлăха пайлама хистет.

Хирти Кушкă ял хутлăхӗнчен паянхи кун ятарлă çар операцине 19 çын хутшăннă, вӗсенчен пӗри мобилизаципе кайнă, ыттисем контрактпа.

  • Тӗрӗссипе каласан, мобилизаципе каяканни те хăй ирӗкӗпех хутшăннă. Хăй вăл повестка панă чухне килӗнче пулман, Хусанта ӗç вырăнӗнче пулнă. Повесткăна ашшӗне тыттарса хăварнă. Пӗлетӗр ӗнтӗ, повестка илнине алă пусса çирӗплетмесен военкомата каймасса та пултараççӗ. Вăл вара ашшӗ шăнкăравласа пӗлтерсен хăйех военкомата тепӗр кунне ирех  çитнӗ. «Повестка килнӗ-тӗк – апла каятăп», – çапла пулнă унăн гражданла позицийӗ, – тет Андрей Вячеславович.  

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пӗлтернӗ тăрăх, мобилизациленнисен, контрактпа кайнисен çемйисемпе ял администрацийӗ тăтăш çыхăнура тăрать. Отпуска килнисене пурне те шкула ачасемпе тӗлпулăва чӗнеççӗ. Тав Турра, пурте чӗрӗ сывă. Çаплах пултăр та. Кашнин тăван киле, çемьене таврăнмалла пултăр.

Шăллăм улшăнчӗ

Андрей Вячеславовичшăн хăйшӗн те ятарлă çар операцийӗ ӗç тивӗçӗсем çумне хутшăннă тепӗр явап кăна мар. Унăн кӗçӗн  шăллӗ пӗрремӗш кунранпа Ульяновскри 31-мӗш десант бригади шутӗнче çапăçусен хирӗнче. Çăмăл пулмарӗ Андрей Стрелкова çывăх тăванӗ пирки калаçма, куçӗсем шывланчӗç, пăлханнипе кирлӗ сăмахсем те таçта кайса çӗтрӗç. Çапах туйăмсене алла илсе вăл малаллах калаçрӗ.

Шăллӗ Дмитрий 1986 çулхи, контрактпа Раççей çарӗнче нумай çулсем хушши тăрать.

  • Дима авланнă, арăмӗ хамăр ялсемех, кӳршӗ хӗрӗ. Икӗ ача вӗсен, асли шкула кайрӗ, кӗçӗнни иккӗре çеç-ха. Паллах, кайнă кунранпа эпир канăçа çухатрăмăр. Малтанласа çыхăну татăлнипе пушшех йывăрччӗ, – иртнине аса илсе калаçрӗ Андрей Вячеславович.
  • Малтан вӗсене Белоруссине илсе кайрӗç. Унччен маларах Сирире пулса килнӗччӗ. Казахстанра çӗкленнӗ пăлхава чарма та илсе кайрӗç вӗсене. Белоруссие та çак сăлтавпах илсе каяссине пӗлтерчӗç. Вӗсем ӗнтӗ миротворецсем шутӗнче командировка кайнă. Февралӗн 24-мӗшӗнче çыхăну татăлас умӗн чикӗ урлă каçса Киев еннелле çул тытнине пӗлтерчӗ. Унтан çыхăну татăлчӗ. Пуриншӗн те çак тапхăр йывăр пулчӗ, лерен лайăхах мар хыпарсем килнипе пушшех те...

Мӗн те пулин пӗлес тӗллевпе Стрелковсем Ульяновскри çар чаçӗпе çыхăну йӗркеленӗ. Пӗрремӗш хут çыхăнăва пӗр уйăх иртсен тухнă. Çак кунранпа ытла нумая çухалман. 

  • Çак кунсенче кăна калаçса илтӗмӗр. Ку вăхăтра канура тăраççӗ, хăйсене тирпее кӗртеççӗ, – тет Андрей Стрелков.

Ун сăмахӗпе, шăллӗ питӗ улшăннă.

  • Пиçӗхнӗ темелле-ши? Шухăш-кăмăлӗпе те, капла та тӗрекленнӗ. Пурнăç çине те урăхларах пăхать, хаклăхсем улшăннă. – Пӗрремӗш отпуска таврăнсан контракта малалла тăсмасси çинчен калаçу пулмарӗ-и? Çук, пач урăхла. Иртнӗ калаçура кăна-ха контракта тепӗр икӗ çул çурăна тăсни çинчен пӗлтерчӗ. Отпуска таврăнсан та ялан чун лере сӗтӗрет тесе калать. Мӗнле калас, чăн-чăн кӗрешӳçӗ çуралать чунра.   

Андрей Вячеславович сăмахӗпе, çын мӗнле пуласси çемьери воспитанирен питӗ нумай килет. Вӗсен ашшӗпе амăшӗ ӗмӗрӗпех шкулта ӗçленӗ, ашшӗ Вячеслав Аркадьевич пуçламăш классен заведующийӗнче, амăшӗ Елизавета Николаевна завхозра. Ачисене çынна, çӗршыва юрăхлă ӳстерме тăрăшнă вӗсем, çапла пулса тухнă та. Паян кашни ывăлӗ пурнăçра хăй вырăнне тупнă. Стрелковсем тăватă ывăл çуратса ӳстернӗ. Чи асли Андрей 1981 çулхи, ун хыççăнхи Алексей, 1983 çулта çуралнăскер,  Пăвара харпăр предприниматель ӗçӗпе пурăнать. Вăтамми Дмитрий шăпине çарпа çыхăнтарнă. Кӗçӗнни Александр тетӗшӗ пекех Пăвара пурăнать, районти чи пысăк предприятире –  машиностроени заводӗнче ӗçлет.

Кăштах ялти пӗтӗмӗшле лару-тăру пирки те калаçса илтӗмӗр пуçлăхпа. Хăй пирки калас-тăк, Андрей Стрелков ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче 2015 çултанпа ӗçлет. Унччен маларах шкулта вăй хунă. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнче куçăн майпа (заочно) вӗреннӗ. Шкул хыççăн малтанласа Ульяновскри авиаци колледжӗнче бухгалтерипе аудит специальноçне вӗренсе каярах Чăваш патшалăх университетӗнче çак енӗпех аслă пӗлӳ илнӗ. Тăван ялӗнчи правленире хăйӗн специальноçӗпе ӗçлесе пăхнă хыççăн ку чун ыйтнă ӗç маррине ăнланса шкула куçать. Çапла профильлӗ пӗлӳ илес задача тухса тăрать. Мăшăрӗпе Мария Владимировнăпа иккӗшӗ пӗрле вӗренсе тухаççӗ ЧППУран. 2003-2015 çулсенче, хăйне ял пуçлăхне суйласа лартиччен,  шкулта ӗçлет. Сăмах май, Мария Владимировна чăваш пулсан та шкулта ачасене тутар чӗлхине вӗрентет. Андрей Вячеславович ашшӗ пекех пуçламăш классемпе ӗçленӗ. Шăпа пӳрсен шкула каялла таврăнма хирӗç мар вăл.

  • Сахал мар ӗç тунă ку хушăра, çапах малалла тумалли те сахал мар. Чи пысăккисенчен – çӗнӗ ФАП туса лартни тата «Таса шыв» программăпа кашни киле шыв кӗртни. Ун хакӗ 40 миллион тенке яхăн. Халӗ башня та, скважина та йăлт çӗннисем. Кану паркне турăмăр, вăл ав ял администрацийӗн кантăкӗнченех курăнать. Çулла аслашшӗ-асламăшӗ патне канма килекен хула ачисем йышлăн выляççӗ вара, хăнăхнă вӗсем ун пеккине. Атьсем валли Хирти Кушкăра, Мертлӗре волейболпа баскетбол площадкисем турăмăр. Кăçал 2 миллион тенкӗлӗх республика грантне выляса илтӗмӗр, унпа трактор туянтăмăр, – кулленхи ӗçсем çине куçсан Андрей Стрелков ирӗклӗн сывласа яни сисӗнчӗ. СВОри тăванӗ çинчен калаçма çăмăл мар ăна.

Андрей Вячеславович сăмахӗпе, йăхра шăллӗ пек паттăрсем пурри çитӗнекен ăрăва воспитани парассинче пысăк вырăн йышăнать. Унăн ачисем те акă Дмитрий пиччӗшӗпе мăнаçланаççӗ. Аслă хӗрӗ пиччӗшӗ отпуска таврăнсан ăна ун ячӗпе парашютран сикессине пӗлтернӗ.

  • Хӗрӗм Пăвари медицина училищинче вӗренет. Тăххăрмӗш класс пӗтерсен вӗренме кӗчӗ. Пиччӗшне панă сăмаха вара тытрӗ. Ятарласа Хусана кайса авиакурссене çырăнчӗ. Пӗрремӗш хутӗнчех инструкторсăрах пӗччен 800 метр çӳллӗшӗнчен парашютпа сикрӗ, – хӗпӗртесе калаçрӗ хӗрӗ çинчен Андрей Вячеславович. – Кӗçӗнни те юласшăн мар, юнармеецсен ретӗнче тăрать вăл.

Акă мӗнлерех витӗм кӳрет çемьере чăн-чăн паттăр пулни. Ырă тӗслӗх йӗрсӗр çухалмастех.

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Марафон «ВСЕ СВОИ»