Пӗчӗк сценкăран пысăк спектакль
Тутарстанӑн культура министрӗ Ирада Аюпова паян «Живой город» фондăн «Видимо-невидимо» театрпа педагогика проекчӗн тӑваттӑмӗш сезонне халалланӑ пресс-конференцие хутшӑннӑ
Çакăн пек проектсем аслисене ачасемпе, пурнăç çулӗ çине тухма хатӗрленекенсемпе пӗр-пӗрне лайăхрах ăнланма пулăшнине палăртнă. Çамрăксемшӗн вӗсен ыйтăвӗсене, сăмахӗсене илтни пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине те асăрханă министр.
Режиссерсен командисем проект пынă вăхăтра Тутарстан ялӗсенче пурăнакан ачасем патне çитсе «хула çыннисен театрӗ» меслетпе вӗренӳ ирттереççӗ. Хăйсене сцена çинче тыткалама хăнăхтараççӗ, театр вăййисене хутшăнтараççӗ, çынна ăнланса илме, ăс-хакăла аталантарма пулăшаççӗ, пӗр-пӗринпе хутшăнма вӗрентеççӗ. Вăйă вылясах кӗске сценкăсем лартаççӗ. Ачасен вӗсенче хăйсен пултарулăхне уçаççӗ: камăн чӗлхи чӗвӗл-чӗвӗл кайăкăнни пек япшар, камăн хусканăвӗсем илемлӗ, кам музыкăна çивӗч туять... режиссерсем вара çак пӗчӗк сценкăсене пухса ачасем çинчен спектакль лартаççӗ: мӗнле пурăнаççӗ вӗсем, мӗн çинчен ӗмӗтленеççӗ, мӗн пăшăрхантарать вӗсене.
«Кун пек проектсемусăллзă пулнине кайран çеç, чылай вăхăт иртсен куратпăр. Манăн ӗмӗт – çак проект ан татăлтăрччӗ, малаллах аталантăр. Культурăпа искусство сферинче пур чухне те çӗнӗлӗх мар, системăлăха тытса пырасси, институцисене йӗркелесси пӗлтерӗшлӗрех. Мӗншӗн тесен çакăн пек чухне пӗр-пӗрне шанасси ӳсет», – пӗтерчӗ хăйӗн шухăшне Ирада Хафизовна.
2026 çулта опен-колл пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх проекта Тутарстанӑн Мӗслӗм районӗнчи Мӗслӗм ялӗнчи тата Лайăш районӗнчи Рождествено ялӗнчи шкул ачисемпе ирттереççӗ.
Сăнӳкерчӗк /max.ru/vinkultrt.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев