Пейзаж ăстин куравӗ
Виктор Артемьевăн кашни ӗçӗнче ӳнерçӗн ырă та тараватлă чунӗ палăрать
Виктор Артемьевăн кашни ӗçӗнче ӳнерçӗн ырă та тараватлă чунӗ палăрать
Июнӗн 6-мӗшӗнче Аксу районӗн Культура çуртӗнче паллă ӳнерçӗн, ЧР Художниксен союзӗн пайташӗн Виктор Артемьевăн «Тăван кӗтес туртать» ӗçӗсен куравӗ чаплă лару-тăрура уçăлчӗ. Курава Аксури таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленӗ.
Виктор Валентинович çак районти Федоровский поселокӗнче çуралса ӳснӗ. Ачаранах ӳкерессипе интересленнӗ. Шкул хыççăн пултаруллă çамрăк Лениногорскри кӗвӗпе ӳнер училищинчен вӗренсе тухнă. Унта ӳнер, ӳкерчӗкпе композици учителӗ Олег Александрович Кульпин патӗнче пӗлӳ илнӗ.
Салтака кайса килнӗ хыççăн Виктор Артемьев Çӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленнӗ. Нихăçан та сăрламалли киçтӗкпе пир çинчен манман. «Гэсстройра» ӳнерçӗ-оформительте ӗçленӗ. Атăла пӗвелес ӗçсене хутшăннă, тетраэдрсем çине хăй аллипе: «Эпир Атăла парăнтаратпăр», — тесе лозунгсем çырса хăварнă. 1981 — 1986 çулсенче Мускаври Искусствăсен халăх университечӗн ӳнер факультетӗнче вӗренни унăн ăсталăхне тата та ӳстерме май панă. Красноармейски салинче газокомпрессор станцине тунă çӗрте вăй хунă вăл ун чухне. Пирвайхи куравӗсем строительсен столовăйӗнче иртнӗ. 1988 çулта Арменире çӗр чӗтренсен Çӗнӗ Ленинакан хулине юсаса çӗнетес тӗлӗшпе вăй хунă. Унтан ОРС суту-илӳ базин дизайнерӗнче, Çӗнӗ Шупашкарти троллейбус предприятийӗнче художник-оформительте, шкулта учительте тăрăшнă, пур çӗрте те пӗчӗк куравсем ирттернӗ. 2007 çулхи май уйăхӗнче ӗçӗсене Çӗнӗ Шупашкарти Илемлӗх музейӗнче кăтартнă.
Виктор Артемьев пултарулăхӗнче пейзаж пысăк вырăн йышăнать. «Хăйӗн ӳкерчӗкӗсенче вăл хăй сăнанине ӗненмелле уçса панин пӗрлӗхне тытса пыма тăрăшать. Унăн кашни ӗçӗнче ӳнерçӗн ырă та тараватлă чунӗ палăрать», — тесе палăртрӗç куравра.
Курава Шупашкартан, Хусантан та хăнасем хутшăнчӗç. Çав шутра журналист тата çыравçă, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Митта Ваçлей фончӗн президенчӗ Илья Иванов, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, «Сувар» хаçат çумӗнчи «Сунтал» литература пӗрлешӗвӗн ертӳçи, Митта Ваçлей премийӗн лауреачӗ Евгений Турхан, Çар ӗçӗсен ветеранӗ, отставкăри подполковник Владимир Яковлев сăмах каларӗç.
Ӳнерçе саламлама тăванӗсемпе çывăх çыннисем, ентешӗсем, пӗр класра, пӗр курсра вӗреннисем йышлăн хутшăнчӗç. Виктор Валентиновичăн пултарулăхӗн малтанхи утăмӗсене аса илчӗç. Вăл ӗçе юратса ӳснине, тăван тавралăха чунтан парăннине палăртрӗç. Ӳнерçӗн 90 çулти амăшне уйрăмах нумай ăшă сăмах каларӗç.
Аксу муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Камиль Камалович Гилманов ӳнерçе тăван тавралăхăн наци культурине упраса хăварас тӗлӗшпе ăнăçлă ӗçленӗшӗн тав турӗ. Аксу районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Алексей Сергеевич Тимирясов Тав çырăвӗпе хаклă парне, районти ЧНКЦ председателӗ Роза Николаевна Чентаева чăваш культурине сыхласа упранăшăн, çамрăк ăрăва воспитани парас ӗçе хастар хутшăннăшăн Тав хучӗ парса чысларӗç.
Курава уçнă çӗре ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Наиля Крайнова ертсе пыракан çамрăк баянистсен «Аксубай егетлере» ансамблӗ хутшăнчӗ, пухăннисене хаваслă кӗвӗсемпе савăнтарчӗ.
Таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Наталия Геннадьевна Куштукова ӳнерçе куравшăн тав туса хаклă парне пачӗ, пухăннисене курава килсе ӳнерçе хавхалантарнăшăн тав турӗ.
Тăван тăрăхри курав ентешсене унăн пултарулăхӗпе тӗплӗнрех паллашма май пачӗ. Вăл ӳнерçе хăйне те хавхалану кӳресси пирки пӗрре те иккӗленместпӗр.
Василий КАРАБАЕВ.
Н.Куштукова сăнӳкерчӗкӗсем:
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев