Пенза чӑвашӗсем фестивале хутшӑннӑ
Мероприятие хутшӑнакансем облаҫра пурӑнакан халӑхсен ташшисене, юррисене, вӑййисене, халӑх апат-ҫимӗҫне, тумӗсене кӑтартнӑ
Пензӑра халӑхсен культурисен "Эпир пӗрле" фестиваль иртнӗ. Унта мордва, еврей, тутар, узбек, армян тата чӑваш наципе культура автономийӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
Мероприятие хутшӑнакансем облаҫра пурӑнакан халӑхсен ташшисене, юррисене, вӑййисене, халӑх апат-ҫимӗҫне, тумӗсене кӑтартнӑ.
Пенза облаҫӗнчи чӑваш обществин ертӳҫи Денис Щербаков пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ чӑвашсен облаҫ центрӗнче хӑйсен офисӗ пур. Ун сӑмахӗсемпе, йӑва ҫавӑрма чӑвашсене Анатолий Аксаков, Тимӗр Тяпкин, Олег Мустаев пулӑшнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев