Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн икӗ район кӳршӗ республикӑринчен нумайрах тырӑ пухса кӗртеҫҫӗ

Гектартан пысӑк тухӑҫ кӑларма вӗренсе ҫитнӗ аграрисем 11 районра пурӑнаҫҫӗ

  

Тутарстанра вырма вӗҫленсе пырать, тата 2 пине яхӑн гектара тырӑран тасатасси юлнӑ.
Ҫак хыпара ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра республикӑн ял-хуҫалӑхпа апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров пӗлтерчӗ.
Кӑҫал вырмана чи малтан Атня районӗ вӗҫленӗ. Шӑпах ҫак районӑн ҫӗр ӗҫченӗсем Тутарстан Президентне ҫӗнӗ ҫӑкӑрпа хӑналанӑ. Атня районӗ чи малтан вырса пӗтернинчен тӗлӗнме кирлӗ мар, унӑн чи пӗчӗк ҫӗр лаптӑкӗсем.
Хальлӗхе Павлӑ, Лайӑш, Элмет, Камско-Устински, Рыбно-Слободски, Азнакаевски, Мамадыш, Менделеевск районӗсенче тыррӑн пӗчӗк хирсем юлнӑ.
Республика йӗтемӗсене 5,3 миллион тонна тырӑ кӗнӗ. Гектарти вӑтам тухӑҫ 35,3 центнерпа танлашать. Тутарстанри элеваторсене 3 млн тонна типӗтме тата упрама кӗртнӗ.
Пуринчен те ытларах кӑҫал Пӑва районӗ тырӑ вырса илнӗ. Пӑвасен пӗрлехи тухӑҫӗ 228 пин тонна. Ку питӗ пысӑк кӑтарту. Танлаштарушӑн, Марий Эл Республикин пӗрлехи тухӑҫӗ паянхи куна 280 пин тонна. Ҫапларах рекордлӑ тырӑ пухса пӑвасем выльӑх-чӗрлӗх ҫитӗнтерес ӗҫре ҫирӗп никӗс хурса хӑварнисӗр пуҫне тӗш-тырӑпа лайӑх суту-илӳ те тӑваҫҫӗ.
Теччӗ районӗ пирки те ҫакнах калама пулать. Кӑҫал унта 205 пин тонна тырӑ пухса кӗртнӗ. Чӗмпӗрти тырӑ ӑсатакан порта ҫитме те ҫывӑх, районсем ӳстерекен пӗрчӗллӗ культурӑсен хакӗсем те пур кӑҫал.
Марат Зяббаров сӑмахӗсемпе, тыррӑн хакӗ кӑштах ӳснинче ҫулла тырӑ ҫӗкленнӗ вӑхӑтра кӑнтӑрти регионсенче шӑрӑха пула типӗ ҫанталӑк тӑнин витӗмӗ те пур. Министр сӑмахӗпе ҫакӑ аграрисем пухса илнӗ тырра ӑнӑҫлӑн вырнаҫтарма май парать. Тутарстана хӑйне хӗл каҫмалӑх тырӑ 2,5 млн тонна кӑна кирлӗ.
Кӑҫал Арча районӗ те 215 пин тонна тырӑ пухса кӗртнӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев