Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн пулӑшусӑр пурӑнайман ачасем те пур

Ыркӑмӑллӑх марафонӗ "Татар-информ агентствон YouTube-каналӗнче пырать

 

Хусанта "Весь мир – детям" ыркӑмӑллӑх проекчӗн онлайн-марафонӗ пуҫланнӑ. Вӑл 12 сехете тӑсӑлӗ. Тӳрӗ эфира Роман Антонов тата пултарулӑх аталантаракан "Оперение" студире вӗренекен Искандерпа Самира Загидуллинсем ертсе пыраҫҫӗ.
"Пирӗн студире кунӗпе ушкӑнсем, тӗрлӗрен коллективсем, вокалистсем, артистсем пулӗҫ,  интереслӗ хӑнасем арҫыначасемпе хӗрачасене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравлӗҫ", – тесе пӗлтернӗ Антонов.
ТР Ачасен прависемпе уполномоченнӑй Гузель Удачина трансляцин пӗрремӗш хӑни пулнӑ." Ку уяв аслисене аса илтерет: пирӗн ачасен ачалӑхӗ телейлӗ пултӑр тесе эпир веҫех турӑмӑр-и?"– тесе каланӑ Удачина.
Ҫак проекта Анжела Вавилова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фондне тӗрев парас тесе пуҫарнӑ, вӑл хальхи вӑхӑтра 300 пациент шӑнӑҫтаракан хоспис тытса тӑрать.
Ыркӑмӑллӑх марафонне ачасене уявпа саламлас тесе кӑна мар, пирӗн пулӑшусӑр пурӑнма пултарайманнисене тӗрев парас тесе  те йӗркеленӗ.
Трансляци пынӑ вӑхӑтра кӑмӑл тӑвакансем иккӗмӗш хоспис тунӑ ҫӗре SMS ярса укҫа куҫарма пултараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев