Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн умӗн те, хыççăн та шкулта пӗр çулхисем çакăн чухлӗн нихăçан та пулман

Эпир 1-мӗш класа Кивӗ Шешкелӗнчи пуçламăш шкула 15 ача кайрăмăр. Пуçламăш шкул пӗтериччен виçӗ ача ашшӗ-амăшӗпе пӗрле ялтан куçса кайрӗç. 1975 çулта, ялта 3 класс пӗтерсен, малалла кӳршӗлле Кивӗ Ӳтемӗш ялӗнчи шкула вӗренме кайрăмăр. Пирӗн çулхисем икӗ класс пултăмăр. Эпир, чăваш ачисем, «Б» класра вӗрентӗмӗр. Çавăн пекех пирӗн класра 6 тутар ачи те вӗренчӗ. 

1980 çулта 9-мӗш класа Тури Чагадай, Вăрманай тата Куйбышев (халӗ Самара) облаçӗнчи Шунтал районне кӗрекен Кивӗ Ухинкел ялӗнчен ачасем вӗренме килчӗç. Параллельлӗ икӗ класра эпир 82-ччӗ. Учительсем вӗренекенсенчен урокра киле ӗç ыйтса ӗлкӗрейменрен 9 класс пӗтерсен пире виçӗ класа уйăрчӗç. Шкул пӗтериччен темиçе ача пăрахса кайрӗç. 

1982 çулта Кивӗ Ӳтемӗш шкулӗнчен эпир 77-ӗн вӗренсе тухрăмăр. Пирӗн умӗн те, хыççăн та шкулта пӗр çулхисем çакăн чухлӗн нихăçан та пулман. 

Шкул пӗтерсен шăпа пире кашнине тӗрлӗ çӗре салатрӗ. Малтанхи вăхăтра кам ăçтине те пӗлместӗмӗрччӗ. Кăçал пӗрле вӗреннӗ Сания Насибуллина Ватсапра ушкăн йӗркелерӗ. Пӗр класра вӗреннӗ 47 çын кӗчӗ унта. Кашни хăй пирки çырса пӗлтерчӗ унта. Пӗрле вӗреннисен хушшинче икӗ майор, пӗр капитан, РФ тава тивӗçлӗ нефтяникӗ, РФ суту-илӗвӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, фармацевтсем, фельдшерсем, воспитательсем, нефтяниксем, бизнесменсем пур. Ришат Назырова Афганистанра Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăланă иккен. Ăçта кăна пурăнмаççӗ тата – Калининградра, Аслă Устюгра, Ижевскра, Самарăра, Анат Камăра, Çырчаллинче, Хусанта, Элметре, Лениногорскра... Вăтам Азире, Тобольскра пурăнакансем те пулнă.

Каласа панисене пухса эпир асаилӳсен кӗнеки те кăлартăмăр. Сăнӳкерчӗксене пухса видеофильм турăмăр, ăна 1600 куракан пăхнă. 

Кăçал эпир шкул пӗтернӗренпе 40 çул çитрӗ. Çакна тӗпе хурса пӗр класра вӗреннисемпе калаçрăмăр та июлӗн 23-мӗшӗнче тӗлпулу ирттерме шутларăмăр. Кивӗ Ӳтемӗш шкулне, хамăр вӗреннӗ классене кӗрсе куртăмăр. Шкула картина парнелерӗмӗр. Акт залӗнче пуху ирттертӗмӗр. Унта учительсем те пынăччӗ. 

Шкултан тухсан кафере пуçтарăнтăмăр. Пӗр класра вӗреннӗ 23 çын килчӗ унта. Кашни хăйӗн пурнăçӗ, ачи-пăчи, мăнукӗсем çинчен каласа пачӗ. Кайран Анат Чагадай клубне дискотекăна кайрăмăр. Пирӗн тӗлпулу питӗ интереслӗ иртрӗ. Ăна йӗркеленӗшӗн Рамиля Шаяхметовăна, Сания Нисибуллинăна, Зульфия Зиганшинăна питӗ пысăк тав. Тепре тӗл пуличчен, пӗр класра вӗреннӗ тусăмсем!

 

Евгений ИЛЮХИН.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев