Пирӗн вăрмансем Тайга пысăкăшах мар, аташса кайсан пулăшу çитет
Енчен те телефон ванчӗ, тӗттӗмлениччен пулăшу çитмерӗ-тӗк, сăртлăрах вырăнта çӗр каçмалла. Выçă пулсан та палламан çырлана çимелле мар.
Раççейӗн тава тивӗçлӗ çăлавçи Сергей Щетинин «Радио 1» радиона панă интервьюра граждансене вăрмана хатӗрленмесӗр кайма юраманнине каланă. Тӗрӗсрех каласан, таçтанах курăнакан тӗслӗ тум тăхăнма, пысăках мар рюкзака шыв, телефон, пауэрбанк, шала кайнă чирсем пур-тăк эмел чиксе кайма сӗннӗ.
Çăлавçăн сăмахӗсемпе, аташса кайсан паника туса 112 номерпе вӗçӗмсӗр шăнкăравлама юрамасть, пуçа çухатса чупалла та мар. Мăк тăрăх çул шыранин усси çук, мӗншӗн тесен пирӗн вăрмансенче Тайгари пек йывăç çинче ӳсмест. Пысăк та мар вăрмансем, эппин, вăрманçăсем, çăлавçăсем пулăшăва çитеççех.
112 экстреннăй службăсем, шăнкăравлакан хăй ирӗк парсан, унăн вырăнне спутникран тупма пултараççӗ. Аякранах курăнакан хӗрлӗ-сарă жилетлă е кăвак тумлă çынсене асăрхасан, çитменнине сире кăшкăрса шыраççӗ пулсан, вӗсенчен пытанмалла мар. Вăрмана кайма хатӗрленетӗр пуçтарăтăр-тăк килтисене хăвăр ăçталла каяссине, мӗнле çулпа таврăнассине каласа кайăр. Сасă, калăпăр пушар сӳнтерекен машинăн сиренине, илтсен сасă еннелле утмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев