Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн вăхăтри паттăрсене чысларӗç

Хусанта «Горои нашего времени» республика премийӗн лауреачӗсене наградăларӗç. Чыслав церемонийӗ «Наш Татарстан» çамрăксен форумӗ шайӗнче иртрӗ. Республикăри 13 организацирен 61 çынна палăртрӗç унта.

«Паян çак залра пирӗн вăхăтри паттăрсем нумаййине палăртма питӗ кăмăллă, — терӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков. — Вӗсем пире пурнăçа, хамăр тавра пулса иртекен пулăмсене тата ытларах хаклама хавхалантараççӗ. Эпир хамăрăн СВОна хутшăнакансем валли пулăшу пухакан аслă вӗрентекенӗмӗрсене те, халăх йышлă пурăнакан вырăнсене вăрман пушарӗсенчен хăтаракан çамрăк паттăрсене те, гуманитари миссийӗсене хутшăнакан студентсене те, кунсерен çынсен пурнăçне çăлакан çамрăк тухтăрсене те чыслатпăр. Геройсен йышӗ çулран çул ӳссе пырать, çакăн çине пирӗн пысăк тимлӗх уйăрмалла».


Кăçал икӗ ятарлă номинаци хушнă: «Гуманитари пулăшăвӗ» тата «Тутарстан доброволецӗ». Ку номинацисенче çак пысăк ӗçе хутшăнса СВО зонинчи салтаксене пулăшакан çамрăксене, республикăри аслă шкулсемпе организацисене наградăланă. 


Паттăрсене чыслакансен йышӗнче пирӗн ентеш, Раççей Геройӗ Расим Баксиков та пулчӗ. Вăл паттăрла ӗçсем çине тимлӗх уйăрни питӗ кирлине палăртрӗ. 


«Эсир хăвăра геройсем пек кăтартрăр, маттурсем. Сире çирӗп сывлăх сунатăп, яланах хальхи пек яваплă çынсем пулса юлăр», — терӗ «Алеша» танкăн командирӗ. 


Награда илнисен йышӗнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма 13,5 пин тенкӗ укçа пухса панă 15-ри Егор Белов, пулă тытнă вăхăтра çын пăр айне анса кайнине асăрхаса ăна хăтарнă 18-ти Виктор Стрижко тата ыттисем пулчӗç. 
Çынсем кăна мар, йытă та тивӗçрӗ наградăна. Хусанти халăхсен хушшинчи аэропортра Артем Бозинпа пӗрле ӗçлекен Джесси йытă укçа купӗрисене тупас енӗпе ăста. Пӗлтӗр кăна вăл декларацире палăртман укçа-тенке саккунсăр майпа аэропорт урлă илсе кайма хăтланнă 61 факта тупса палăртнă.

 

Сăнӳкерчӗксем ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев