Пирӗн вулакансем шӳтлеççӗ
Пӗррехинче, çуркунне, шăтăка çӗрулми илме антăм. Антăм кăна – пӳлме тӗпӗнче ман улмана тахшинсем шатăртаттарса çисе ларнине сисех кайрăм. Купа тӗпӗнче пулнипе камсем иккенне чухласа илейместӗп-ха. «Шатăрт, шатăрт, шатăрт», – туни кăна илтӗнет. Вара асапланса акса, çумласа, нăррисене сапса, кăларса, йăтса çaк улмана ку таранччен упрарăм та халь, ав, тахшинсем шатăртаттарса çиеççӗ иккен.
Манран нумай çын кулнă, анчах кун пек мăшкăллани пулман. Çилӗ килнипе кăшкăрап-çухăрап, витрепе шаккап, ку шуйттансен ашшӗ-амăшне вăрçап (шкулта ун пек сăмахсене калама вӗрентменнипе кунта çырмап). Витрене чул çине шакканипе вăл авăнса пӗтрӗ. Хайхисем самантлăха лăпланчӗç пек. Эпӗ кусем хăранипе шăтăкран тарчӗç пуль тесе савăнса «Гром Победы, раздавайся» юрра юрласа ятăм. Унччен те пулмарӗ, улма купи тӗпӗнчен: «Ку мӗнле ухмах!» – тесе чи-чи-чи туни, лӗхӗр- лӗхӗр кулни илтӗнсе кайрӗ. Унтан ман улмана шатăрт-шатăрт туса çини илтӗнчӗ.
Тарăхнипе «Врагу не сдается наш гордый Варяг» юрра тăccа ярса улма купине ишме пуçларăм. 60 витре улмана пӳлмен пӗр кӗтесӗнчен тепӗр кӗтесне куçaртăм. Çуррине кăшласа вакланă, шуйттансем! Куçарса пӗтерсе тара шăлтăм кăна, улма айӗнчен чи-чи-чи туни, лӗхӗр-лӗхӗр кулни, унтан шатăрт-шатăрт тутарса ман улмана çини илтӗнсе кайрӗ. Турă каçaртăр, никам илтмен сăмахсене каларăм – вырăсла та, чăвашла та, тутарла та...
Вара, çaкăн пек мăшкăла чăт-ха. Шăтăка та ишесшӗнччӗ те, Владюк пичче лăплантарчӗ. «Мур хурса пăх», – терӗ. Мурӗ килте пурччӗ, капкăнӗсем те... Вӗcене шăтăкри чикмек айне хутăм. Хуларан тепре яла килсен шăтăкри чикмек айӗнчен сакăр шăши вилли кăларса петӗм. Кулмалла марччӗ манран.
Çарăмсан районӗ,
Кивӗ Шешкел.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев