Питбайксемшӗн ашшӗ-амăшӗ яваплă
Çуркунне çитсе çулсене юртан, пăртан тасатса ӗлкӗрсенех хыпарсен ярăмӗнче мототранспортпа пулнă аварисем çинчен пӗлтерсе çырнисем куç тӗлне пулма пуçларӗç
Апрелӗн 22-мӗшӗнче «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире патшалăх автоинспекцийӗн Тутрстанри управлени пуçлăхӗн ӗçӗсене туса пыракан Айрат Самигуллин çакăн пек хурлăхлă ăнсăртсенчен сыхланма чӗнсе каларӗ.
Паллах, сăмах автомобильпе пулакан аварисем çине те кӗрсе кайрӗ. Айрат Равилевич апрелӗн 11-мӗшӗнче Элкел районне çӗр выртмалла пулă тытма кайнă каччăсем трактор çине кӗрсе кайнине, ку аварире пилӗк çын пурнăçӗ татăлнине каласа пачӗ. ГАИ ӗçченӗ экспертсен пӗтӗмлетӗвне тӗпе хурса руль тытса пыракан каччă çывăрса кайнă тесе шутлать. Аварин тӗп сăлтавӗ – водитель хăйӗн халне, пултараслăхне тӗрӗс хакламанни, çул-йӗр правилисене пăхăнманни пулса тăрать.
Эрне те иртмен, апрелӗн 16-мӗшӗнче тата тепӗр аварире тăватă çын вилнӗ. М-12 автотрасса çинче Кайпăç районӗнче «Валдай Луидор» йывăр тиевлӗ машина айне Hyundai çăмăл машина кӗрсех кайнă. Пысăк машинăн водителӗ чӗрӗ-сывă, кăшт та аманман. Китай автопромӗн автомобилӗнчисем пурте вилнӗ. А. Самигуллин кунта та водитель çывăрса кайнă пулӗ тесе шутлать, 1000 километр пӗрре канса илмесӗр машинăна хăваланă иккен вăл. Пӗлтӗр питбайксемпе, квадроциклсемпе аварие лекнисене те аса илчӗ Айрат Самигуллин: «2025 çулта ачасем тытса пыракан мототранспортпа 41 авари пулнă. Пӗр ача вилнӗ, 40-шӗ аманнă. Халь çакнашкал транспортсен рынокӗ пысăк, хакӗпе ыттисенчен йӳнӗрех. Нумайăшӗ питбайка, эндуриона мотоциклпа арпаштараççӗ. Чăннипе питбайк çул çине тухмалли транспорт мар, хупă спорт залӗсенче ярăнмалли спортинвентарь вăл». Машинăсем çӳрекен çул çине тухма унăн фарисем те, çутта тавăракан хатӗрсем те çук. Ачана питбайк çине лартиччен çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн правилисене вӗрентесси пирки те шухăш пулман-тăр аслисен. Айрат Равилевич кун пек аварисенче çитӗннисем, ачасен ашшӗ-амăшӗ айăпли пирки иккӗленмест. Çапла шутлаканни пӗр вăл çеç мар. Патшалăх автоинспекци управленийӗ ачисем питбайкпа аварие лексе аманнисен ашшӗ-амăшне уголовлă явап тыттарасси пирки пуçару кăларнă. Хальлӗхе ачисем мототранпортпа аврие лексен ашшӗ-амăшне административлă яаваплăх тыттараççӗ. Кӗçех лару-тăру улшăнӗ. Айăплисем 50-80 пин тенкӗ штраф тӳлӗç е çулталăклăка ирӗкрен хăтарӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев