Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Питӗрти чăвашсен ташă ансамблӗ çӗнӗ сезон уçнă

Питӗрти Чӑваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Кӗвӗр» хореографи ансамблӗн ҫӗнӗ пултарулӑх сезонӗ пуҫланнӑ.

Чӑваш хореографи ансамбльне 2015 ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Унăн никӗслевçи тата пӗрремӗш ертӳçи Ян Юрьевич Федоров, вăл Çырчаллинче çуралса ӳснӗ. 
Ташӑ постановкисемпе тӗрлӗ вӑхӑтра коллектива Татьяна Вячеславовна Абдуллина, Надежда Викторовна Васильева килчӗҫ. "Кӗвӗр" ансамблӗ Эстонири Таллин тата Нарва хулисенче иртнӗ халӑхӗсен наци культурисен фестивальне темиҫе хут та хутшӑннӑ, пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурссен лауреачӗ пулса тӑрать. 
Ҫӗнӗ хореограф Пелагея Терентьева килнӗренпе" Кӗвӗр" чӑваш ансамблӗн активлӑхӗ ӳсрӗ. Пелагея Терентьева Шупашкар хулинче ҫуралнӑ, 6 ҫултанпах хулари чи лайӑх ташӑ коллективӗсенчен пӗринче - ача-пӑча кӑтартуллӑ хореографийӗн "Рябинка" ансамблӗнче ташланă. Унӑн ертӳҫисем Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Елена Девяткина тата унăн мăшăрӗ Михаил Девяткин пулнă. Хореографири çитӗнӳсемшӗн Пелагейăна Питӗрти чăваш ташă ушкăнӗн ертӳçи пулма явапланă та.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев