Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербург чăвашӗсем чӳклеме ирттерчӗç

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ленинград облаҫӗнчи Всеволожск районӗнчи Энколово ялӗнче йӑлана кӗнӗ тӗрлӗ халӑхсем хушшинчи "Энколово туссене пуҫтарать" ятпа 6-мӗш фестиваль иртрӗ

"Паянхи кун Ленинград тӑрӑхӗнче пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑнакан вун виҫӗ халӑх хӑйне евӗрлӗ культурине кӑтартать, эпир ӑна 2016 ҫултанпа ирттертпӗр ", – тесе пӗлтерет Туслӑх Ҫурчӗн ертӳҫи Владимир Михайленко. Ҫапла, Энколово пӗрре мар тӑванла халӑхсене йыхравлать хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, мӗншӗн тесен хӑнасене яланах тарават вӑл, вӑй-хӑват парса пырать.

Уяв ячӗпе нумай салам сӑмахӗсем пулчӗҫ.
Чылай халӑхсемшӗн кӗркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ – авӑн уйӑхӗ – кӗрхи уявсене ирттересси.
Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен ентешлӗхӗ ҫулталӑкра чи паллӑ пилӗк авалхи йӑла-йӗрке уявӗсене ирттерет, мӗншӗн тесен вӗсем тӑван чӗлхе пекех чӑваш культурине сыхласа хӑварма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫапла Ленинград облаҫӗнчи Чӑваш культура пӗрлешӗвӗ фестиваль программипе килӗшӳллӗн "Чӳклеме" уява ирттерчӗ.
   Чӳклеме – тулӑх ҫимӗҫсемшӗн Турра, ҫутҫанталӑка тав туни, ҫамрӑксене туслӑ та килӗштерсе пурӑнма, ӗҫчен те пултаруллӑ пулма вӗрентет.
Уява тӗплӗн хатӗрленни куҫкӗрет: кӗр тухӑҫлӑ пулнине палӑртса чӑвашсен тӗпелӗ пахча-ҫимӗҫпе тулчӗ. Алевтина Челнокова пӗҫернӗ чӳклеме хуплӑвӗ (ӑна вӑл кашни ҫулах хатӗрлет),  Валентина Пиличева хатӗрленӗ чӑваш апат- ҫимӗҫӗ,  Евгений Павлов хӑйӗн рецепчӗпе икӗ хуранта пӗҫернӗ чӑваш хашламине хӑнасем пӗтӗм кӑмӑлтан тутанса пӑхрӗҫ. Пахча-ҫимӗҫсенчен  кулӑшла сӑнарсем ӑсталани те ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.
Ҫакӑн пек техӗмлӗ апат-ҫимӗҫе тепӗр ҫул чӑвашсемпе пӗрле тутар апат-ҫимӗҫне те хатӗрлеме "Файда" ятлӑ тутарсен культура пӗрлешӗвӗ палӑртрӗ.
2021-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Иакинф Атте Бичурин 244 ҫул тултарчӗ. Шупашкар районӗнчи "Бичурин тата хальхи самана" музей куравӗ ҫулталӑк ытла тӗрлӗ вырӑнта пырать, кӗрхи уявра та вӑл пысӑк вырӑн йышӑнчӗ.
2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн ентеш, Фин вӑрҫи паттӑрӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне илнӗ пӗрремӗш чӑваш С.Н.Бутяков ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫавна май "Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем" ушкӑн членӗ Андрей Семенов С.Н.Бутяков, В.И.Ерменеев паттӑрсен ячӗпе пӑшалпа персе, кире пуканӗ йӑтассипе ӑмӑртусем ирттерчӗ.
Питӗрти М.Ю.Лермонтов ячӗпе хисепленсе тӑракан наци литературисен библиотекин ӗҫченӗсем Ленинград облаҫӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен йӑла-йӗрки, юмах-халапӗ, вӑййи-кулли ҫинчен хывнӑ кӗнекесен куравне йӗркелени уявӑн тухӑҫлӑхне пуянлатрӗ.
Кӑҫал мастер-класс ӗлккенлӗхӗ тулли те пуян, кӑтартуллӑ пулчӗ: марисен, украинсен, пушкӑртсен, чӑвашсен тӗрри-эрешӗсем чуна килентерчӗҫ; Коми халӑхӗн,  вырӑнти вырӑс халӑхӗн ӑстисем йывӑҫран касса ӑсталанӑ япаласем, тӗртсе тунӑ кавирӗсем, чечексем тата ытти те илемлӗх тӗнчине ҫитерчӗҫ.
Чӑвашсен хӗрарӑм маҫтӑрӗсем  Нина Павловапа Алевтина Челнокован капӑр та хӳхӗм тӗррисем куракансене тыткӑнларӗҫ.
Ҫавӑн пекех тӗрлӗ халӑх художникӗсен ӳкерчӗкӗсем пысӑк вырӑн йышӑнчӗҫ, вӗсем пленэр ирттерчӗҫ.
Уяв концерчӗ пурне те савӑнтарчӗ. Программӑра вырӑсла, тутарла, пушкӑртла, финла, украинӑлла, корейла, марилле, комилле, чӑвашла юрӑсем шӑранчӗҫ. Халӑхсен тӗрлӗ музыка инструменчӗсем: баян, купӑс, балалайка, гитара аккорчӗсем ылмашӑнса вылярӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, халӑх инструменчӗсен оркестрӗ пулса тӑчӗ.
Чӑвашсен "Юрату" фольклор ансамблӗн солистки Марина Кириллова шӑрантарнӑ юрӑсене халӑх хапӑл туса йышӑнчӗ.
  Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи, Чӑваш наци конгресӗн элчи  Валериан Гаврилов малтан Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова саламласа янӑ ҫырӑва вуласа пачӗ. Ун хыҫҫӑн "Чӳклеме" уявӗ ячӗпе ҫӗнӗ тухӑҫшӑн тав туса пурне те саламларӗ, уявра хастар пулнисене Мухтав хучӗсемпе чысларӗ.
  Ленинград облаҫӗнчи Туслӑх Ҫурчӗ тӑванла халӑхсене пӗтӗҫтерсе тӑни, тӗрлӗ халӑх туслӑ, килӗштерсе пурӑнни – паянхи уявӑн техӗмӗ, пурнӑҫӑн илемӗ пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗ.
"Чӳклеме" уявӗ асра юлчӗ, йӗркелекенсене пысӑк тав! Ҫитес ҫул та уява ҫӳллӗ шайра ирттересчӗ. Тепре тӗл пуличчен!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев