Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗкӗлмери кӳлӗсем студентсен аллинче

Пӗкӗлмери студентсен отрячӗсем, ТР Аграри çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн районти уйрăмӗн хастарӗсем хулари кӳлӗсене тасатма тухнă...

Тирпей-илем çинчен хамăр мар-тăк, кам шутлатăр-ха? Мускав хулинчи картишсен илемне, тирпейне ăмсанмалăх та пур, тӗрӗссипе, çак илеме кунта пурăнакансем хăйсем тăваççӗ иккен. Жулебино районӗнче, тӗслӗхрен, çынсем пуçтарăнса çуркунне картише хăйсемех çӳп-çапран тасатаççӗ, чечексем лартаççӗ. Пӗкӗлмери студентсен отрячӗсем, ТР Аграри çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн районти уйрăмӗн хастарӗсем те акă, çак кунсенче хулари кӳлӗсене тасатма тухнине хыпарлать хула сайчӗ. Çамрăксем çыран хӗрринчи çӳп-çапа пуçтарнă, кимӗсемпе шыв çинчи йăлмана (тина) тасатма тăрăшнă. Сăмах май, çирӗп çипсенчен тăракан çак масса кислород яманпа пӗрех, çавна кура шыври ӳсен-тăрана, чӗрчунсене пӗтерет. Йăлмана вăхăтра тасатмасан, вăтам кӳлле темиçе эрнерех хупласа хума пултарать. Унтан шыв-шур йӳçсе çӗрӗшме пуçлать, ку вара çын сывлăхӗшӗн те хăрушă.

«Таса çыран» экологи акцийӗ Пӗкӗлмере пӗрремӗш хут кăна иртмест, маларах « Яблочко» лагерьте канакан ачасем Хакимов шыв-шурне тасатнă. 1 километр чухлӗ çыран хӗрринчен канакансем хăварнă çӳп-çапа 8 пысăк михӗ пуçтарнă вӗсем.

« Хулана хăтлăх кӗртесси» организацин ертӳçин çумӗ Лилия Базгутдинова пӗлтернӗ тăрăх, кӳлӗсене тасатма çын çитмест хулан, çавăнпа активистсен пулăшăвӗ çав тери вырăнлă.  Вӗсем кӳлӗсене 100 проценчӗпех тасатаймасан та, тирпейлӗрех тăваççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество