Пӳлерте çамрăксен «Сэлэт» форуме уçнă
Çак кунсенче Пӳлерти историпе археологи музей-заповедникӗн территорийӗнче Халăхсем хушшинчи XI çамрăксен пӗлӳ паракан форумӗн пӗрремӗш смени ӗçлеме тытăннă
Уçас церемонире «Сэлэт» центрăн директорӗ Айгуль Габдрахманова сăмах каланă. Вăл вожатыйсемпе хутшăнакансене тав тунă тата ТР Президентне Рустам Минниханова, ТР Правительствине, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствине форума йӗркеленӗшӗн ырă сăмахсем каланă.
Çавăн пекех уçăлу кунӗнче «Сэлэтăн» юррине презентациленӗ. «Ау» юрра Malsi Music, Ilgiz тата Zarina юрланă. Кăçал пӗрремӗш сменăна çӗнӗ профессисене вӗренессине халалланă.
Тутарстанри чăвашсен те хăйсен «Сэлэтне» тума май пур. Кăçалхи Уява килсе куракансем «Çӗнӗ Сăвар» туризмпа вӗрентӳ комплексӗн концепцийӗпе паллашма пултарӗç. Вăл Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн çывăхӗнче вырнаçнă. Малашне унта та чăваш ачисем хăйсен пӗлӗвӗсене аталантарасса шанас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев