Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр тумламне те ӗҫмен

«Татнефтьри» пӗтӗмӗшле стаж 41 çул пухăнать. Профсоюзра нумай çул ӗçленӗ пӗр çын курайманнипе мана «Ӗç ветеранӗ» ят лекмерӗ.

Асатте Минюха (1851 çулхи) пуян, ырă кăмăллă, вӗреннӗ çын пулнă. Çӗрӗ пӗтӗмпе 14 гектар йышăннă. 1928 – 1931 çулсенче кулак тесе айăпласа 9 ачаллă çемьене нимсӗр хăварнă, 1933 çулта çуртне тӗпӗ-йӗрӗпе çунтарса янă. 83-ри асатте 1934 çулхи август уйăхӗнче тенкел çинче хаçат вуласа ларнă чухнех вилсе кайнă. Темиçе çул каялла вырăссемпе тутарсем «Окно в прошлое» кӗнеке кăларчӗç. Унта ман асатте çинчен çырса хăварни те пур.

1-мӗш асанне 7-мӗш ачине çуратнă чух вилсе кайнипе асатте Кульшарипово ялӗнчи тутар хӗрне качча илнӗ. Çавăнпа ятсене тутарла партарнă: аттен пиччӗшне Алтынбай, аттене Исанбай ят хунă... Пирӗн ялта тӗне кӗменнисем 95 процент пулнă. Тӗне кӗнисем виçӗ кил пурăннине астăватăп. Качча килнӗ пӗр тутар хӗрарăмӗ пурччӗ. Халӗ ялти хӗрарăмсенчен чи асли вăл. Эпӗ хам шкул пӗтериччен вырăс çыннипе калаçса курман.
Атте Исанбай çемьере 9-мӗш ача, мӗн пӗчӗкрен сусăрскере те 3 хутчен кулак тесе айăпланă. Юлашки чугунне кăмакаран кăларса яшкине тăкса хăварса илсе кайнă. Çуклă пурнăçпа пурăннă атте 1964 çулта усал шыçăран вилчӗ, анне те 1971 çулта рак чирӗпе чирлесе çут тӗнчепе сывпуллашрӗ. Эпӗ ун чухне çартаччӗ, самолетсене асăрхаса вӗсем çине ракета тӗллекен радиолокаци станцийӗн операторӗччӗ. Ашшӗпе ывăлӗ АН-24 самолета вăрласа Турцие тарнă вăхăтчӗ вăл. Çак пăтăрмаха пулах аннене пытарма ямарӗç мана.
Володьăпа иксӗмӗр йӗкӗрешсем эпир. Вăрçă хыççăн выçлăх вăхăтра, январӗн 31-мӗшӗнче шартлама сивӗре çуралнă. Володьăран кăшт кăна кӗçӗнрех пулнипе çемьере, атте пекех, 9-мӗш ача эпӗ. Çуралсан мана сивӗрех çӗре хунипе малтан кăшт чирлесе илнӗ пулӗ, çавăнпа анне эпӗ пурăнасса шанман. «Ульăм, эпӗ сана кăкăр пӗрремӗш парса пăхман. Володя ӗмсе яратчӗ те пушшине параттăм, часрах вил тесе», – аса илетчӗ анне. Акка пӗлнӗ çакна, мана шелленӗ. Галя халӗ 76-ра, Элмет хулинче пурăнать.
17,8 çулта чухне Николай пичче пулăшнипе Мускаври Пӗтӗм Союз суту-илӳ институчӗн Хусанти филиалне куçăн мар майпа вӗренме кӗтӗм. Хулари телевышка çывăхӗнчи 15№ лавккара аш сутакан пулса ӗçлерӗм. Анне патне хăнана таврăнсан мана Хусана каялла ямарӗ. Тăхăр ача ӳстернӗскер пӗччен пурăнатчӗ тата хамăн та ялтан тухса каяс килмерӗ. Институтранах салтака илсе кайрӗç...
Салтакран таврăнсан Фарид Мухаметшинăн (ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ. – Ред.) ашшӗ мана çар удостоверенийӗпе «Татнефть» предприятине 3-мӗш разрядпа электрика ӗçе илчӗ...
Пӗрре те ӗçсӗр ларман, 1974 çултан пуçласа 2013 çулччен тӗп ӗçсӗр пуçне тата хушма ӗçре ӗçлеме те ӗлкӗртӗм. Тӗслӗхрен, Пӳсрекри шкулта ачасене 7 çул ӗç урокӗ вӗрентрӗм. Хам ӗмӗрте пурӗ те икӗ хутчен кăна больничнăй илсе куртăм. Пӗрремӗшӗнче (1990 çулсенче) пӳрт тăрринчен ӳксе 1,5 уйăх сипленме тиврӗ, иккӗмӗшӗнче (2019 çулта) чирленипе 9 кун ӗçе каяймарăм. 2020 çулхи сентябрӗн 21-мӗшӗнче кăна ӗçе пăрахрăм-ха. «Татнефтьри» пӗтӗмӗшле стаж 41 çул пухăнать. Профсоюзра нумай çул ӗçленӗ пӗр çын курайманнипе мана «Ӗç ветеранӗ» ят лекмерӗ.
Хамăн коллекци те пур ман. 40 çула яхăн эрех кӗленчисене, апат-çимӗç савăчӗсене пуçтаратăп. Коллекцире 200 ытла кӗленче те пухăнчӗ ӗнтӗ. Çак вăхăтра коллекцири пӗр тумлам эрехе те ӗçсе пăхман.

Юрий МИНЮХИН.
Элмет районӗ,
Пӳсрек.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев