Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Азат Гайнутдиновăн ырă ӗçне халалланă «Приют человека – Путеводная нить» курав уçăлать

ТР Патшалăх ӳнер искусствисен музейӗн хальхи вăхăтри искусство галерейинче (ГМИИ)пысăк социо-культура проекчӗ ӗçлеме пуçлать. Азат Гайнутдинов сакăр çул каялла йӗркеленӗ ыркăмăллăх центрне (ун пекки Раççейре те сайра) халалланă ăна.

«Приют человека» нушаллă çынсене кунне 3500 порци вӗри апат çитерет, пурнăçра пӗрре йăнăшса тӗрӗс çултан пăрăннисене тӳрленме шанăç парать. Вӗсенчен чылайăшӗ ларса тухнăскерсем, ирӗкре вӗсен пурăнма килӗ те çук, ӗçӗ те çук.   

Январӗн 28-мӗшӗнче «Приют человека — Путеводная нить» курав уçăлать тата çак проект çинчен ӳкернӗ «Приют человека» (режиссерӗ Виктор Коженков, сценарийӗ Аделя Галямован) фильм премьери пулать.

Мероприяти темиçе пайран тăрать. 16.00 сехетре кураторпа экскурси иртме пулать, 17.00 сехетре курав ӗçлеме пуçлать, 17.30 сехетре документлă фильм кăтартаççӗ, 18.00 сехетре ыркăмăллăх аукционӗ ӗçлеме пуçлать. Унта сутса тунă укçана йӗркелӳçӗсем приюта параççӗ, çавăн пекех QR-кодпа та «Приют человека» шучӗ çине куçарма юрать.

Курава тӳлевсӗрех кӗме пулать, ТР ГМИИ çапла майпа ыркăмăллăх ӗçне тӳпе кӗртет. Анчах регистраци иртмелле теççӗ йӗрелӳçӗсем.

Курав мартăн 1-мӗшӗччен ӗçлет. Çак вăхăтра чӗне илнӗ спикерсем ыркăмăллăх, фандрайзинг (социаллă проектсем валли укçа пухни) тата меценатсем çинчен лекцисем вулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка