Пӗрисем ӗç тупрӗç, теприсем — ӗçчен
«Работа в России» Пӗтӗм Раççейри вакансисен ярмăрккин иккӗмӗш тапхăрӗ июнӗн юлашки кунӗсенчен пӗринче иртрӗ
«Работа в России» Пӗтӗм Раççейри вакансисен ярмăрккин иккӗмӗш тапхăрӗ июнӗн юлашки кунӗсенчен пӗринче иртрӗ
Мӗнле пӗтӗмлетӳсем тума ӗлкӗрчӗç унтанпа?
Хальхинче Тутарстанра пӗр вăхăтра 49 площадкăра ярмăркка иртнӗ. Хусанта Горький ячӗллӗ Культурăпа кану паркӗнче 10 сехетрен пуçласа кăнтăрла иртсе 2 сехетчен ӗçлерӗ ярмăркка. Хулари ӗçпе тивӗçтерекен центрсен ӗçченӗсем, профессие вӗрентекен аслă шкулсем, колледжсем, паллах, хулари тӗрлӗ сферăри предприятисем пуçтарăннă унта.
Ӗç шыракансене республикăри 434 предприяти, йӗркеленӳ 17 135 ваканси сӗннӗ.
Раççей Федерацийӗ шайӗнче иртекен ярмăрккана 8 716 çын ӗç шыраса пынă. Вӗсенчен 1 185 ӗçе вырнаçасси пирки вырăнтах калаçса татăлнă.
Ӗç сӗнекенсем çак кун хăтлавсем ирттерчӗç (уйрăмах «Вкусно и точка» креативлă пулнине палăртмалла), мастер-классем пулчӗç, тестем ирттерчӗç.
Ӗç шракансене професси компетенцийӗсене мӗнлерех ӳстермелли пирки канашсем пачӗç, ӗçе вырнаçнă чух патшалăхт паракан пулăшăвӗ çинчен те каласа пачӗç.
Ятарлă çар операцине хутшăнма контракт çырас текенсем валли павильон лартнă.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев