Тутарстанран «Профессионалы» чемпионата 347 çын хутшăнать
«Профессионалы» чемпионатăн регионсен хушшинчи пӗтӗмлетӳ тапхăрӗ пуçланнă. Тутарстанран ăмăртăва яланхи пекех пысăк команда хутшăнать.
Чемпионатăн регионсен хушшинчи пӗтӗмлетӳ тапхăрӗ вуншар пин хутшăнакана пӗрлештерет. Ăмăртусем Раççейӗн 32 субъектӗнчи 15 пысăк компанин предприятийӗсенче иртет, компетенцисен пӗтӗмӗшле шучӗ вара 390-ран иртнӗ.
Тутарстан Республикин заявки чи витӗмли тесен те юрать. Унăн йышӗнче – 347 конкурсант, çавăн чухлех эксперт тата 347 компетенци. Вӗсен компетенцийӗсем тӗрлӗ сферăна çавăрса илеççӗ: ресторан бизнесӗн тата парикмахер ӗçӗнчен пуçласа малта пыракан технологисем таранах.
Кăçал команда хальхи экономикăшăн пӗлтерӗшлӗ компетенцисенче хăнăхусем пысăк шайра пулнине кăтартнă: электромонтаж, ЧПУ станокӗсем çинче токарь ӗçӗсем, çавăн пекех медицина тата социаллă пулăшу. Регионшăн хăйне евӗрлӗ «Цифровой двойник пациента» компетенци те пӗлтерӗшлӗ, ун шайӗнче пулас фельдшерсемпе медицина сестрисем симуляци технологийӗсемпе ӗçлеме хăнăхаççӗ.
Пӗрремӗш çӗнтерӳсем те хăйсене кӗттермерӗç. «Полиграфические технологии» компетенципе Тутарстан юниорӗсем пьедесталăн чи çӳллӗ картлашки çине хăпарнă. Тӗрлӗ професси ăмăртăвӗсем 2026 çулхи август уйăхӗччен иртеççӗ.
Аса илтеретпӗр, «Профессионалы» чемпионат çӗршывра пӗрремӗш хут 2023 çулта иртнӗ. Тӗллевӗ – ӗç профессийӗсен сумне ӳстересси, çамрăксене çак специальноçсемпе интереслентересси, хальхи производство çине тимлӗх уйăрасси.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев