Программăра Авалхи Руç
Тӗнчери Ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне «Раççей – Манӑн истори» паркра Авалхи Руç ҫинчен каласа парӗҫ
Ачасене хӳтӗлекен кун тӗлне «Раҫҫей - Манӑн истори» историллӗ парк ҫемье программине хатӗрленӗ. Паркра майӑн 30-мӗшпе 31-мӗшӗнче Авалхи Руçа халалланӑ историллӗ экскурсисем, квестсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ валли пултарулӑха талантарма пулăшакан уроксем тата интерактивсем пулаҫҫӗ.
Паркри пултарулӑх зонинче вырӑс эпосӗн геройӗсене ӳкерме, былинăсем тăрăх хӑйсен ӳкерчӗкӗсене тума тата Авалхи Руç ҫинчен пӗчӗк истори пухма пултараҫҫӗ.
12 сехетре «Авалхи Руҫри пурнӑҫ тата кулленхи йăла-йӗрке» экскурси пуҫланать. Парк хӑнисем авалхи вырӑс хули мӗнле пулнине курӗҫ, кӑмака мӗншӗн ҫуртра тӗп вырăн йышăннине пӗлӗҫ. Мультимеди зонинче авалхи вырӑс тумтирӗ ҫинчен анимациленӗ ролик кӑтартӗҫ. Вӑл кнеç сӑхманӗсем мӗнрен тунине, куллен мӗн çинине, уяв кунӗсенче сӗтелне мӗнле янтăланине каласа парӗ.
13 сехетре «Вырӑс паттӑрӗсен йӗрӗпе» историлле квест пуҫланать. Сюжет тӑрӑх, былина паттăрӗсене тӗттӗм вӑйсем тыткӑна илнӗ, ачасен паттӑрсене ирӗке кӑлармалла, тӗрлӗ чăрмавсее çӗнтермелле. Ачасен пытарнӑ символсене шыраса тупмалла, шифрсене уҫмалла, пайă-пайăн салатнă хӗҫ-пӑшала пухмалла.
«Вырӑс историне кӗнӗ кушаксем» экскурси уйрăм программăпа иртет. 14 сехетре пуçланать вăл. Ачасемпе шшӗ-амăшне кушаксем Раççее мӗнле килсе тухнине, вӑтам ӗмӗрсенче мӗншӗн вӗсем ҫав тери хаклӑ пулнине каласа параççӗ. Кушак вăрлаканăн пысăк штраф тӳлемелле пулнă иккен. Хӑнасем Алексей Михайлович патшан юратнӑ кушакӗ сӑнне те курӗç – вырӑс историйӗнчи чӗрчунсен чи пӗрремӗш портрчӗсенчен пӗри. Экскурсоводсем Елизавета Петровна императрица указӗпе кушаксене Хусантан Санкт-Петербургри Хӗллехи кермене шӑшисем тытма илсе кайнииçигнчен те каласа парӗç.
Парк адресӗ: Хусан, Оренбург тракчӗ, 8-мӗш ҫурт, 1-мӗш павильон. 8-962-571-30-27 регистраци иртмелле.
Сăнӳкерчӗк «Россия - Моя история» паркӑн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев