Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрремӗш автомобиле «Татмедиа» журналисчӗ Маргарита Трегубенко çӗнсе илчӗ

Пирӗн конкурс тӗрӗс те уçă, суйлава хутшăннисенчен хуть кам та тӗп приза çӗнсе илме пултарать, терӗ #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга республика акцийӗн ертӳçи Артур Кортес.

#ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга республика фотоконкурсӗн пӗрремӗш тӗп призӗн – Sollers ST8 автомобилӗн – хуçи 12 сехетре паллă пулчӗ, ăна Элметри «ЮТВ-24» телеканал журналисчӗ Маргарита Трегубенко çӗнсе илчӗ. Рита хăй те видеоçыхăнупа журналистсемпе çыхăнчӗ. « Хам автомобиль çӗнсе илнине ăнланса илеймерӗм-ха, телефон хӗрсех кайрӗ, пурте шăнкăравлаççӗ», – терӗ. Паян суйлав участокӗ уçăлсанах çемйипе суйланă хыççăн ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗке социаллă сетье лартнă та мансах кайнă вăл. Пасар тăрăх çӳренӗ çемье киле çитсен кăна хаваслă хыпара пӗлнӗ. Маргарита Трегубенкăна эпир те чунтан саламлатпăр! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2025 #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга