Пуç кăшăлне илме ан манăр
Июнӗн 5-мӗшӗнче Ешӗлварта Славянсен уявӗ Иван Купала иртет
Июнӗн 5-мӗшӗнче Ешӗлварта Славянсен уявӗ Иван Купала иртет
Тӗрлӗ вăхăтра Хусанта, Çырчаллинче ирттерсе пăхн çак уява, йăлана кӗртме хăтланнă, анчах мӗнле-тӗр сăлтавпа шутлани пурнăçланайман. Тен, вырăнӗ килӗшмен?
2022 Çулта Ешӗлварта пӗрремӗш хут иртнӗ уяв. Ун чухнех 3000 пин çын хутшăннă унта. Икӗ кӳлӗ хӗрринче, стадионра ирӗклӗ пулчӗ çынсене. Пӗрремӗш хут пулнипе кăлтăксемсӗр марччӗ. Анчах кам ӳпкелешӗ çакăншăн? Атмосфера, ытти уявсенчен уйăрса тăракан хăйӗн паллисене çынсем курса мар, туйса илчӗç тейӗн. Питӗ ăшпиллӗ иртрӗ.
Пӗлтӗр Иван Купала хăйӗн локацине улăштарчӗ — Хурăн ращине куçрӗ. Йӗркелӳçӗсем тӗрӗс пулнине уяв хăнисем 20 пин ытла çын хутшăнн калать. Кăçал йӗркелӳçӗсем 30 пин çын хутшăнӗ тесе шанаççӗ. Уяв умӗн ирттернӗ пресс-конференцире вӗсем уява пыракнсене вырăс халăх тумӗсемпе, хӗрсене пуç кăшăлӗсемпе çыхма йыхравларӗç.
Иван Купала яланхи пекех Петрпа Феврони кунӗ умӗн иртет. Çавăнпа уявра çемьене, мăшăрсен юратăвне халалласа ирттернӗ мероприятисем те пулаççӗ. Нумай çул килӗштерсе пурăнакан Ешӗлвар мăшăрӗсене сцена çине чӗнсе чыслаççӗ.
Уяв хедлайнерӗ — РФ халăх артистки Варвара.
Иван Купала июлӗн 5-мӗшӗнче 16 сехетре пуçланать.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев