Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пуçлăхсемсӗр уяв хăй хӗркипе, лăпкăн иртет

Пушкăртстанри Авăркас районӗнчи Толбазă ялӗнче виççӗмӗш хут Регионсем хушшинчи чăваш культурин «Уявӗ» иртнӗ. Çакăн çинчен Пушкăртстан Пуçлăхӗ Радий Хабиров та хăйӗн социаллă тӗтелти старницинче пӗлтернӗ.

Вăл палăртнă тăрăх, фестивале икӗ çулта пӗр хутчен ирттереççӗ, унта Пушкăрстанри тата Чăваш Енри фольклор ушкăнӗсем хутшăнаççӗ. Радий Хабиров çавăн пекех туслăх – пушкăртстансен чи пысăк пуянлăхӗ пулнине те палăртнă.

Анчах та нумай нациллӗ Пушкăртстан правительствинче те, культура министерствинче те чăвашсен «Уявне» килсе саламлама чиновник тупăнман, Авăркас районӗн пуçлăхӗ – чи пысăк начальник пулнă. Пӗр енчен пуçлăхсем сахал пулни халăхшăн аван вăл. Çынсем ирӗккӗн канаççӗ, ăçта кайса курас килет – çавăнта çитееççӗ. Тепӗр енчен чăвашсем нумай тăрăшнине кура, килсе чыс туни те вырăнлă пулмалла пек.

Шупашкартан вара Чăваш наци конгресӗн Президенчӗ Валерий Клементьев тата унăн команди вăхăтлă килсе çитнӗ Пушкăртстана. Шел пулин те, тӗрлӗ сăлтавсене пула Тутарстан делегацийӗ çак уява хутшăнаймарӗ. Çав-çавах уйрăм çынсем Уява çав-çавах кайса курнă.

Елена Савельева сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев