Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пулă кунӗ

Мӗн сăлтавпа кӗçнерникуна пулăпа çыхăнтарнă?

Совет Союзӗнче столовăйсенче кӗçнерникун пулă кунӗ пулнине астăвакансем сахал мар, самай каярах çуралнисем те çакăн çинчен калаçнине илтнех. Мӗн сăлтавпа кӗçнерникуна пулăпа çыхăнтарнă? Авалтан пыракан йăла-и? Пӗр-пӗр оракул сăмахне итлесе-и? Е тата мӗнле-тăр сăлтавпа?

Çӗршыв ертӳçисенченех пынă иккен ку хушу. Пӗр ахаль кӗçнерникуна суйласа илмен.

1932 çулта апат-çимӗç промышленноçӗн наркомӗ Анастас Микоян пӗрремӗш хут Пулă кунне столовăйсен ӗçне кӗртме хăтланнă. Çакна ăнлантарма ансат, граждан вăрçи, ун хыççăнхи выçлăх çулӗсем – çӗршывра выльăх-чӗрлӗх шучӗ хăвăрт чакнă. Çавăнпа аш-какай çителӗксӗр туса илнӗ. Акă мӗншӗн Пулă кунне законпах пурнăçа кӗртнӗ. Анчах мӗне пула-тăр ку пуçру  вăй илеймен. 1934 çулта Пулă кунне законпах пăрахăçланă.

1970-мӗш çулсенче ăнăçусăр пуçарăва аса илнӗ, çӗнӗрен чӗртсе тăратма йышăннă.

Ӗç халăхӗн сывлăхӗшӗн тăрăшса (пулăра кальци, фосфор, калий этеме кирлӗ ытти элементсем) рациона пулăпа пуянлатнă тесе темӗн чухлӗ каласан та тӗп сăлтавӗ урăххинче – Совет Союзӗ ытти çӗршывсен хушшинче пулă тытса тирпейлессипе лидер пулнă. Продукцие вырнаçтармалла-çке. Çапла ăнăçсăр опыта аса илсе çӗнӗлле пурнăçа кӗртнӗ: кӗçнерникун менюна пӗтӗмпех пулăран хатӗрленӗ. Малтанах обществăлла апатлану çӗнӗ йӗрке çине куçнă, халăх хăнăхса çитсен çемьесен кухнисенче те Пулă кунӗ «тупăннă».

Мӗншӗн тунтикун, ытларикун... мар, кӗçнерникун? Çӗршыв ертӳçисен шучӗпе кӗçнерникун эрнери чи лăпă кун – тунтикун – «йывăр кун», канмалли кунсенче çынсем аш-пăшран тӗрлӗ апат хатӗрлеççӗ. Юнкун, эрнекун – православи тӗнӗпе типӗ кунсем, çак кунсенче ашран апат пӗçерменни тӗнпе килӗшсе пурăннă пекех. Тӗне питлесе коммунизм тăвакан çӗршыв пулă кунне юнкуна, эрнекуна лартмӗ, паллах.

Пулă кунне Совет Союзӗнче Перестройкăчченех тытса пынă. 1985 çултан вара Çак йăлана тытса пырас закон улшăннă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество