Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пулăшăр-ха, ӗç çук ялта...

Мăшăрсем ӗçсӗр аптăранă, эрехе юратма тытăнчӗç. Малашне кун пек кайсан мӗн тумалла? Шутлăр-ха мӗн те пулин. Ваттисене пире юрӗ-ха, çамрăксене ӗç çук...

Вăрманта кăна нумай мар кăмпа, ялта та туллиех. Тӗслӗхрен, Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшелӗнчи кăмпа цехӗ продукцине пилӗк хут ӳстернӗ, тата ӳстерсе пырать. Кăçалхи август уйăхӗнчен кунта вешенка кăмписене çӗнӗ технологипе çитӗнтерме пуçланă. Анатолий Самаренкин тата ăна пулăшакансем йӗркелесе янă ӗçе районти çӳллӗ технологиллӗ производствăсен шутне кӗртме пулать. Ăна йӗркелес шухăш патне мӗнле килсе тухнине ыйтса пӗлес тесе фермер хуçалăхӗн пуçлăхӗнчен хăйӗнчен ыйтса пӗлес терӗмӗр.

– Кун пек цех йӗркелес шухăш манăн нихăçан та пулман, – каласа парать Анатолий Константинович Самаренкин. – Эп пӗлеттӗмччӗ кăмпа вăрманта лайăх ӳснине. Тата ăна пуçтаракансем кăмпаллă тӗлсене пӗлсе çӳренине. Тӗлне пӗлместӗн-тӗк – ан та кай.

Виçӗмçул март уйăхӗнче ывăлпа яла килнӗччӗ. Кайма хатӗрленетпӗр ӗнтӗ, тăхăннă. Кил хуçи хӗрарăмӗ Маруç хапха умӗнче çынсем пухăнни çинчен пӗлтерчӗ. Калаçасшăн иккен. Кӗчӗç. Тытăнчӗç ыйтма. Хăшӗ ятран чӗнет, хăшӗ атте ятне те асăнать. «Пулăшăр-ха, ӗç çук ялта. Мăшăрсем ӗçсӗр аптăранă, эрехе юратма тытăнчӗç. Малашне кун пек кайсан мӗн тумалла? Шутлăр-ха мӗн те пулин. Ваттисене пире юрӗ-ха, çамрăксене ӗç çук». Мӗн каламалла? Шутлăпăр терӗмӗр. Вӗсем кайсассăн Димапа килтӗмӗр ку вырăна. Пăхатпăр. Колхозран юлнă сарай тăрать. Эпир унта малтан, йӳнӗ тимӗр тупайнипе, металл конструкцийӗсем тăвакан цех ӳçас тесе шутлаттăмăрччӗ. Кайран кăмпа цехӗ тăвас терӗмӗр. Ывăл калать, пире соуссем тума кăмпа кирлӗ тет. Анчах мӗнле кăмпа?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Производство