Пуласлăха суйларăмăр
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче республикăри 2760 суйлав участокӗ те ирхине 7 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ӗçлерӗ. Ытти регионсемпе танлаштарсан, пӗр сехет маларах уçăлни суйлавçăсен активноçӗ пысăккипе çыхăнчӗ. Республикăри 2,9 миллион суйлавçăран 71,63 проценчӗ (2029 çулта – 70,08) суйлав участокне килчӗ.
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн VII пухăвне депутатсем суйларăмăр. СВО пынă май суйлав çӗршывшăн экономика тата хăрушсăрлăх енчен çăмăл мар вăхăтра иртсен те, пăтăрмахсемпе палăрмарӗ. ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ тăрăх, партисенчен те, пӗр мандатлă округсен кандидачӗсенчен те пӗр çăхав та килмен, бюллетене пăсни те пулман. Суйлав мӗнле пынине кăçал 16 пин сăнавçă (ытларах çамрăксем) суйлав участокӗсенче сăнарӗ.
Пӗтӗмлетӳсем тăрăх, 100 депутатран 99-шӗ (Чистайри 34-мӗш номерлӗ округсăр пуçне, унта пурӗ те пӗр кандидат кăна регистрациленнипе суйлава декабрь уйăхне хăварма тивнӗ) парламента иртни паллă. Тӗп суйлав комиссийӗнче регистрациленнӗ пилӗк партирен («Новые люди», «ЛДПР», «Справедливая Россия — Патриоты – За правду», «Единая Россия», «КПРФ») чи нумай сасă «Единая Россия» (76,75%) тата «КПРФ» (10,54%) пуçтарчӗç. Ыттисен кăтартăвӗ пилӗк процента çитеймерӗ.
Пӗтӗмлетӳсем çапларах: ТР Патшалăх Канашӗн VII пухăвӗнче «Единая Россия» партин – 86, КПРФăн – 6, ЛДПРăн– 2, «Новые люди» партин – 2, «Справедливая Россия – Патриоты – За правду» тата самовыдвиженец Шарафиевăн 1-ер мандат.
Хальхи суйлава пилӗк çул каяллахипе танлаштарма çук – улшăнусем пысăк. Чăн малтан хăрушсăрлăх çине пысăк тимлӗх уйăрнине асăнмалла. Суйлавра ШӖМ, Росгварди, ФСБ, МЧС сотрудникӗсем хăрушсăрлăхпа тивӗçтерчӗç. Иккӗмӗшӗнчен, суйлав участокӗсенче пилӗк çул каялла видеосăнав камерисем вырнаçтарнă кăна пулсан, хальхинче кирлӗ мӗнпур технологи оборудованийӗпе тивӗçтернӗ. Виççӗмӗшӗнчен, суйлав хутăш системăпа иртрӗ, политика партине, пӗр мандатлă округсен кандидачӗсене уйрăмшар бюллетенпе суйларăмăр. Кунсăр пуçне ку е вăл сăлтавпа сентябрӗн 8-мӗшӗнче пропискăри вырăнта пулманнисем «Мобильлӗ суйлавçă» механизмпа усă курчӗç.
Тутарстан суйлава уяв пек хаваслă ирттерес ырă йăлана хальхинче те пăрахăçламарӗ. Сасăланисене парăнакан ятарлă сулă, тӗслӗхрен, çав кун обществăлла транспортпа тӳлевсӗр çӳреме тата мероприятисене кӗме май пачӗ.
Чи курăмли – «Суйлава – пӗтӗм çемьепе!» конкурс. Суйлава çемьепех килсе сăн ӳкерӗнсе социаллă сетьсене ятарлă хэштегпа вырнаçтарнисен хушшинче хальхинче те автомобиль вылянтарчӗç. Конкурса пурӗ 93 119 çемье хутшăнчӗ. Çав шутра Хусанти хастар чăвашсем Сильвияпа Сергей Чаркинсен çемйи те. Вӗсем ачисемпе пӗрле хăйсен суйлав участокне наци тумне тăхăнсах килчӗç.
– Парнешӗн мар, республикăн, ачасен пуласлăхӗшӗн сасăлама килтӗмӗр, – терӗ Хусанти Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн ертӳçи Сильвия Чаркина кун пирки.
Конкурсăн тӗп парнине – Lada Vesta автомобиле – хальхинче Апасри Лилия Зайнуллина çӗнсе илчӗ.
Палăртса хăвармалла, парламента иртнӗ 99 депутатран 38-шӗ çӗнӗ çын, чăваш юнӗллӗ Раççей Геройӗ Расим Баксиков та вӗсен шутӗнче. Апла-тăк, çуррине яхăн çӗнелнӗ парламент çӗнӗлле ӗçлесси куçкӗрет. Сăмах май, ТР ЧНКА председателӗ Дмитрий Самаренкин парламента тепӗр срока суйланчӗ. Саламлатпăр!
Ирина КУЗЬМИНА.
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев