Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пулăшуçăсем хатӗрех, чӗн кăна, анчах саншăн сасăлакан çук

«Татмедиа» информаци агентствинче «Волга» экспертсен клубӗн ларăвӗ иртрӗ

 

 

 ТР Тӗп суйлав комитечӗн председателӗ Андрей Кондратьев, суйлав участокӗсем ирхине 7 сехетре уçăлнине, кăнтăрла 12 сехет тӗлне суйлаçăсен 34,5 проценчӗ сасăлама ӗлкӗрнине пӗлтерчӗ.

Халӗ пӗрремӗш хут усă куракан суйлав технологийӗсем çинчен каласа панă май РФ суйлав комитечӗн сервисӗсем вăйлă пулнине палăртрӗ. 2025 çулхи суйлавсенче эксперимент шайӗнче иртекен çӗнӗлӗх – суйлавçă «Госуслуги» портал урлă  суйлав участокӗнче волонтер пулăшăвӗ кирлине пӗлтерет, (хăй тӗллӗн çӳреме йывр-и, инвалид е тата мӗнле сăлтав). Çынна участокра пулăшаççӗ, анчах хăй сассине суйлавçă хăйех парать, уншăн сасăламӗç.

Мускавра уçăлнă суйлав участокне те ентешсем йышлăн пынине палăртрӗ ТР ЦИК председателӗ. Командировкăри, унта вӗренекен, вахтăпа ӗçлеме çӳрекен ентешсемшӗн уçнă ăна. 

Андрей Кондратьев Раççей тавăрнă регионсенче те суйлав участокӗсем ӗçлени çинчен те каласа пачӗ, Донецк Луганск Респбликисенче икшер участок, Херсонра – пӗрре.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2025