Максим Галкин Хусана килме пуçтарăннă
Çӗнӗ хыпарсем

Максим Галкин Хусана килме пуçтарăннă

Кастинг Николай Ершов урамӗнчи 57А ҫуртра вырнаҫнӑ "Сайдаш" Культура центрӗнче пулать

Сентябрӗн 26-27-мӗшӗсенче Максим Галкин ертсе пыракан "Лучше всех!" программӑн редакторсем Хусанта передачӑра хутшӑнас текенсене пултарулӑхне пӑхса суйласа илеҫҫӗ. Кастинг Николай Ершов урамӗнчи 57А ҫуртра вырнаҫнӑ "Сайдаш" Культура центрӗнче пулать. Унта 3-12 ҫулти ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кастинг санитарипе эпидемиологин мӗн пур нормисене пӑхӑнса иртет. Кашни ачана палӑртнӑ вӑхӑта чӗнтереҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта 8 (987) 222-64-04 телефонпа ҫырӑнмалла.


Нет комментариев