Пурнăç хамăр алăра!
Тӗттӗмре çуран çул урлă каçаканăн тумӗ çинче çутта тавăракан (светоотражающий) пӗр япала пулсан та водитель вăхăтра асăрхаса ӗлкӗрет.
Çул-йӗр çинчи инкексем ытларах тӗттӗм вăхăтра пулаççӗ. Мӗншӗн тесен водитель çул урлă çуран каçакана вăхăтра курса ӗлкӗреймест. Хунар çути çук вырăнсенче, ăмăр çанталăкра, пушшех те. Çуран утаканăн тумӗ çинче çутта тавăракан ( светоотражающие) пӗр япала та пулин пулсан, лару-тăру тӗпрен улшăнать. Çул-йӗр автоинспекторӗсем ӗнентернӗ тăрăх, статистика çапларах:
Çутта тавăракан элемент çук пулсан водитель çуран утакана машина фарин çывăх çутипе – 50, аякри çутипе 100 метртан кăна асăрхать. Паллă ӗнтӗ, çак вăхăтра вăтам хăвăртлăхпа пырсан та машинăна тăрук чарса ӗлкӗреймест.
Çутта тавăракан элемент пулсан машина фарин çывăхри çутинче – 100, аякри çутинче 350 метртан асăрхать. Куратпăр ӗнтӗ, çутта тавăракан япаласен пӗлтерӗшӗ пысăк. Пурнăç хамăр алăра. 2015 çулхи июль уйăхӗн 1-мӗшӗнче тум çинчи çутта тавăракан элементсем çинчен закона кӗртнӗ тӳрлетӳсем тăрăх, çул урлă çуран каçакансен тата çул хӗррипе утакансен тумӗ çинче çутта тавăракан элементсем пулмаллах. Закона пăхăнмасан, 500 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ. Енчен çул çинче инкек пулчӗ пулсан çуран утакана та явап тыттараççӗ. (Сӗнӳкерчӗк «Татар-информ»сайтӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев