Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ПУРНĂÇ ЙЫВĂÇÇИН» ТУРАЧӖСЕМ ЙЫШЛĂ

Августăн 2-мӗшӗнче 18.00 сехетре Хусанти М.Горький ячӗллӗ культурăпа кану паркӗнче «Пурнăç йывăççи» (Древо жизни) фестивальте тутар наци культурин каçӗ пуçланать.

Проект 2022 çултанпа пырать. Мари, чăваш, мордва, удмурт халăхӗсен каçӗсем иртрӗç çулталăк каялла. Чăваш наци культурин каçӗ çинчен «Сувар» анлăн çырнăччӗ. Мордвасем çинчен те каласа панăччӗ. Фестивале Хусан мэрийӗ ТР Халăхсен ассамблейи пурнăçа кӗртет. ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхине упраса хăварас енӗпе ӗçлекен комисси тӗрев парать.

Кăçал фестиваль малала пырать. Кашни икӗ эрнерен хусансен, хула хăнисен пӗр-пӗр наци культурипе, йăлисемпе çывăх паллашма шанăç пур.  Июлӗн 19-мӗшӗнче вырăс культурипе интересленекенсем пухăннăччӗ парка, ыран – августăн 2-мӗшӗнче тутар халăх культурипе кăсăкланакансем хутшăнӗç фестивале.

Фестиваль программинче: фольклор коллективӗсен концерчӗ, «РИВАЯТЬ» этно-ушкăн юрлать, тутар ташшине хăнăхтарассипе мастер-класс пулать, Атăл тăрăхӗнче ытларах та ытларах паллă пулнă «Zakaria» фолк-ушкăн, Ильмир Ямалов хутшăнаççӗ. Çаплах ал-ăстисен япалисене туянма, тутар халăх вăййисене хутшăнма май пур.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль