Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкин адресне улăштарчӗ

Паян Хусанти 93№ гимнази картишӗнче аслă вырăс поэчӗн Александр Сергеевич Пушкинăн палăкне уçнă. Тӳрех икӗ паллă кунпа çыхăннă паянхи мешехе – çулсерен октябрӗн 19-мӗшӗнче Раççейре лицеист кунне паллă тăваççӗ.

Паян Хусанти 93№ гимнази картишӗнче аслă вырăс поэчӗн Александр Сергеевич Пушкинăн палăкне уçнă. Тӳрех икӗ паллă кунпа çыхăннă паянхи мешехе – çулсерен октябрӗн 19-мӗшӗнче Раççейре лицеист кунне паллă тăваççӗ. Шăп çак кун Царское Село ялӗнче император лицейӗ уçăлнă. Александр Сергеевич çак лицейре вӗреннине пурте лайăх астăватпăр. Александр Пушкин 190 çул каялла Хусана Пугачев пăлхавӗ çинчен материалсем пухма килнипе те çыхăннă палăк.

– Пушкин хăйӗн юмахӗсемпе, сăввисемпе пирӗн чӗрене ачаран кӗрсе ларнă. Кӗркунне çитсен «Унылая пора очей очарованье...» йӗркесене аса илетпӗр. Ирпе тӗкӗр умне тăрсан «Я ль на свете всех милее...» тесе шӳтлетпӗр, – палăртрӗ палăк уçнă чух ТР Патшалăх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин. Хусанта Пушкин кӗске вăхăт пулнă – икӗ кун ытларах, анчах хула пурнăçӗнче тарăн йӗр хăварма ӗлкӗрни çинчен каларӗ парламентарий.

Паян 93№ гимнази картишне лартнă палăк Аракчино поселокӗнчи Ача-пăча тата çамрăксен туризмӗн çурчӗн умӗнче тăнă. Горький ячӗллӗ шоссе строительстви шăп çак тӗлтен иртсе палăка сиен тăвас хăрушлăх тухсан ТР Вырăс нациипе культура пӗрлешӗвӗ, Хусанти А.С.Пушкин ячӗллӗ культура центрӗн ӗçченӗсем тăрăшнипе Аракчиноран Хусана куçарнă. А.А.Мануйлов скульпторăн ӗçне реставраци тума тивнӗ.

Сăмах май каласан, Хусанта ку таранччен Александр Сергеевичпа, вырăс поэзийӗпе çыхăннă паллă кунсенче  митинг ирттерсе чӗрӗ чечексем хума М.Джалиль ячӗллӗ Тутар академи опера тата балет театрӗ айккинчи палăк (авторӗ Н.К.Вентцель) патне пуçтарăнаттăмăр.

Палăк уçнă çӗре çавăн пекех РФ сенаторӗ Александр Терентьев, ТР вӗрентӳ тата наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем хутшăннă. 93№ гимназие А.С.Пушкин ятне пани çинчен пӗлтерчӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество