Пушкин карттине декабрӗн 28-мӗшӗччен çӗнетмелле
2026 çултан «Пушкин картти» программăн банк-операторӗ ВТБ Банк пулать. Карттăпа малалла та усă курас тесен ăна çак банка куçармалла. Кăна декабрӗн 28-мӗшӗччен «Госуслуги Культура» приложенире, Почта Банкăн и ВТБ банкăн офисӗсемпе приложенийӗсенче заявлени çырмалла.
«Çемье» наци проектне кӗрекен Пушкин картти 14 çултан пуçласа 22 çулчченхи çамрăксене театрсене, музейсене, концертсене, куравсемпе киносене тӳлевсӗр çӳреме май парать. Кашни çул ун çине 5 000 тенкӗ куçараççӗ: 2 000 тенкипе кинотеатра кайма пулать пулсан, ыттине – культура пулăмӗсене кайма усă курмалла. Карттăпа усă курса билет Культура.РФ платформăра туянма пулать. Çӗршывра иртекен пур мероприятие https://www.culture.ru/afisha/russia/pushkinskaya-karta сайтра вырнаçтараççӗ.
2025 çултан юлнă укçа çӗнӗ çула куçмасть, çавăнпа вӗсемпе декабрӗн 31-мӗшӗччен усă курса ӗлкермелле. Билетсене малтанах туянса хума пулать – 2026 çулта иртекен мероприятисене те.
«2024 çулта 321 пин ытла çамрăк Пушкин карттипе усă курнă пулсан, паян программăна хутшăнакансен йышӗ уйăхсерен ӳссе пырать», – палăртнă ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова.
Пушкин картти çул çитмен ачасемпе çамрăксене çӗршывăн пуян еткерӗпе паллаштараççӗ. Культура мероприятийӗсем çемье хушшинчи çыхăнусене, пӗр-пӗрне ăнланассине тата хутшăнусене çирӗплетме пулăшаççӗ.
ТР Культура министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев