Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗвере упрăр, чиртен сыхланăр

Июлӗн 28-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери гепатитпа кӗрешмелли кун

Çак кун Нобель премийӗн лауреачӗ, В гепатит вирусне тупнă Барух Самюэль Блумберг çуралнă.

Çулсерен тӗнчере 1,5 миллион çын вируслă гепатит чирӗнчен вилет. Уйрăмах В тата С вируслă гепатит тăтăш тӗл пулни çинчен калаççӗ медиксем.

 

Гепатита мӗнле майпа чармалла? Чиртен сипленме пулать-и?

Вируслӑ гепатит пӗвере сиенлекен чир. Ӑна вăхăтра сиплеме пуçламасан çын йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкет: е цирроз (пӗвер вӑйлӑ сиенленсе ӗçлеме пӑрахни) пуçланать, е тата пӗвер ракӗ аптратса ӳкерет.

С гепатитпа чирлекенсене пурне те ятарлӑ сиплев кирлӗ. Пӗвер – хăйне хăй çӗнетме пултаракан  пӗртен-пӗр орган. Вируса пӗтерсен пӗвер клеткисем сиенленесси чарăнать, вӗсем çӗнелме пуçлаççӗ.

Хӑвӑрӑн, çывӑх çыннӑрсен сыв­лӑхне упрӑр!

 

Пулать-и сыхланма вируслă гепатитран? 

 

Пӗвер чирӗсенчен сыхланмалли тӗп мелсем:

• Шайлашуллӑ апат-çимӗç: ешӗл пахча çимӗçпе улма-çыр­ла ытларах çимелле, çуллӑ какай, тӗтӗмленӗ аш, тӑварланӑ çимӗç тата сахӑрлӑ апат-çимӗç виçине чакармалла. 

• Эрех-сăрапа иртӗнмелле мар: алкогольлӗ шӗвексем пӗвер клеткисене пысӑк сиен кӳреççӗ, цирроз тата шыçӑ аталанма пуçлаççӗ.

• Сывă пурнӑç йӗрки: çан-çурăма, шăм-шака аталантарма хусканусем туни иммунитета çирӗплетет, мӗнпур органӑн, çав шутра пӗверӗнне те, ӗçне лайӑхлатать.

• Чирлесен çыннăн хăй тӗллӗн сипленмелле мар, мӗншӗн тесен эмел пӗвере сиен кӳме пултарать.  

• Гепатитран вăхăтра вакцинаци туни организма юн урлӑ ерекен чирсенчен, В тата С гепатит йышши инфекцисенчен, хӳтӗлет. 

• В тата С гепатитпа чирлӗ çынсемпе хутшăннă чух асăрханмаллине астусах тăмалла.

• Юн анализӗсем памалла, УЗИ иртмелле.

• Хăвăрт ывӑнма тытăнсан, аппетит чаксан, ӳт е куç саралнине асăрхасан специалист патне çул тытмалла. 

• Медицина тӗрӗслевӗсене вăхăтра иртмелле. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев